Вторник, 13 октября

Пурнӑҫне ӗҫре ирттернӗ

Пурнӑҫне ӗҫре ирттернӗ

«Манӑн аттепе анне Хирти Сӗнтӗр ялӗнчен малтан куҫса килнӗ ҫынсем пулнӑ. Иккӗшӗ те колхозра ӗҫленӗ. Вӗсем 8 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ.  Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсенче ялта ырми-канми ӗҫлесе нумай терт-нуша курнӑскерсем, хӑйсен тӗпренчӗкӗсем ӗҫе хӑнӑхса ӳсччӗр, ҫынсем хушшинче кирлӗ  пек тытчӑр тесе тӑрӑшнӑ. Куллен ӗҫре пулсан та атте-анне  тӗрӗс  вопитани парса ҫитӗнтерме пултарнӑ.  Иккӗшӗ те «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра хастар ӗҫленӗшӗн» медальсене тивӗҫнӗ. Мирлӗ вӑхӑтри хастарлӑхшӑн  та вӗсене наградӑсем парса чысланӑ. Ҫынсем хушшинче те хисеплӗ  пулнӑ. Эпир вӗсенчен тӗслӗх илсе ӳснӗ», —  малтан хӑйӗн ҫинчен мар, пурнӑҫ парнеленӗ ашшӗ-амӑшӗ ҫинчен  каласа хӑй сӑмахне пуҫларӗ Киров поселокӗнче пурӑнакан  Анатолий Можаев. Каччӑ ялти пуҫламӑш шкула пӗтерсен  Комсомольски вӑтам шкулне ҫӳренӗ. Мӗн чухлӗ ҫуран утман-ши яла ҫитиччен. Вӑтам пӗлӳ илес туртӑм пысӑк пулнӑ ҫав. Алла аттестат илсен 1969 ҫулта вӑл Шупашкарти  энергетика  техникумне вӗренме кӗнӗ. Ку ҫулсенче районта электричество кӗртес ӗҫсем вӗҫленсе пынӑ. Энергетик специальноҫӗ малалла  питӗ кирлӗ пуласса шанса тӑнӑ. Вӗреннине  практикӑра Горький хулинче ҫирӗплетнӗ. Техникум пӗтерсен А.Можаева направленипе Свердловск хулине яраҫҫӗ. Вӑл унта трамвайсем юсакан депора мастер пулса тӑрӑшать.1972 ҫулта каччӑна тӑванӗсем, ял-йыш салтака ӑсатаҫҫӗ. Вӑл Тинӗс-Ҫар флотне лекет. А.Можаевӑн ҫар тивӗҫне  пурнӑҫласа караппа  темиҫе тинӗс урлӑ каҫма, тӗрлӗ ҫӗршывсене ҫитме тивет. Хӑй маттур моряк пулнине ҫирӗплетсе парать. 1976 ҫулта анчах тӑван тӑрӑха таврӑнать.

А.Можаева хула пурнӑҫӗ илӗртмест, вӑл ялтах тӗпленсе пурӑнма тӗв тытать.  «Чӑвашэнергон» Комсомольскинчи  уйрӑмӗнче хӑй вӗреннӗ специальноҫпа ӗҫлеме пуҫлать. Кунта вӑл 40 ҫул тӑрӑшать. Электромонтер, подстанци дежурнӑйӗ, мастер пулса тӑрӑшнӑ, хушӑран РЭС начальникӗн ӗҫӗсене те пурнӑҫлама тивнӗ. Район ҫыннисем пӗр чӑрмавсӑр электроҫутӑ илсе тӑччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ҫак ҫулсенче унӑн темӗнле лару-тӑрура пулма та тивнӗ. Вӑл ӗҫлеме пуҫланӑ малтанхи ҫулсенче  кунта ӗҫ ҫӑмӑлах килмен. Техника, кирлӗ оборудовани енчен те хӗсӗкрех пулнӑ. Хирсем тӑрӑх мӗн чухлӗ пӑралук сӗтӗрме тивмен пулӗ. Миҫе юпа ҫине хӑпарнине шутласа та кӑларма ҫук. Авари пулсан ҫанталӑка-мӗне пӑхмасӑр вырӑна ҫитнӗ.  Кӑлтӑка хӑвӑртрах пӗтерес тесен ҫӗрле те ӗҫленӗ. «Чӑвашэнергон» районти уйрӑмӗнче тӑрӑшнӑ вӑхӑтра вӑл пурнӑҫланӑ пур ӗҫе те каласа та пӗтерме йывӑр. ,мӗрӗпех халӑх ыйтӑвне тивӗҫтерес енӗпе вӑй хунӑ  тесен тӗрӗсех те пулӗ. ,ҫе пӗлсе, вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑшӑн Анатолий Андреевич нумай наградӑна тивӗҫнӗ.

Поселокра пултарулӑхне кура ӑна старостӑна суйланӑ. Икӗ ҫул тӑрӑшнӑ   А.Можаев вӑл ӗҫре. Унӑн тата ял ҫыннисен пуҫарӑвӗпе чылай ӗҫ туса ирттернӗ. Ял совечӗн депутачӗ пулнӑ вӑхӑтра та ял аталанӑвӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ.

 Мӑшӑрӗпе, Антонина Васильевнӑпа вӗсем виҫӗ ача пӑхса ҫитӗнтернӗ, тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Вӗсене пурне те аслӑ пӗлӳ илме пулӑшнӑ.  2022 ҫулта ывӑлӗ Александр мобилизаци йӗркипе ятарлӑ ҫар операцине тухса кайнӑ. Паянхи кун та вӑл ҫӗршыва хӳтӗлет. Ашшӗпе-амӑшӗ уншӑн пӑшӑрханаҫҫӗ.  Хӑйсен тӗпренчӗкӗ ырӑ-сывӑ таврӑнасса чунтан кӗтеҫҫӗ. Анатолий Андреевич пурнӑҫне ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫре ирттернӗ. «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ ҫын паян та ахаль лармасть. Вӑл яланах халӑх хушшинче пулма тӑрӑшать.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *