Вторник, 13 октября

Вулакан пулсассӑн хаҫат пурӑнать

 

Паянхи кун халӑха валли информаци илмелли хатӗрсем нумай. Телевидени, радио, хаҫатсемсӗр пуҫне интернет уҫлӑхӗ те тӗнче, ҫӗршыв, республика, округ хыпарӗсене пӗлтерсех тӑрать. Ҫапах та хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансен пурнӑҫне, ӗҫӗ-хӗлне тӗплӗнрех, пӗр тӗвве ҫыхса кӑтартаканӗ район хаҫачӗ — «Каҫал ен» — пулса тӑрать.

унта хыпарсем пӗлтернипе пӗрлех хамӑр хушӑра пурӑнакан лайӑх ҫынсем ҫинчен каласа паратпӑр. Хӑшӗ-пӗри хаҫатра пичетленекен салам сӑмахӗсене ӑс-тӑнпа ниме тӑман япаласем пек йышӑнма пӑхать пулин те, кашни ҫыншӑнах хӑйӗн  ячӗпе чӗререн каланӑ ӑшӑ сӑмахсем кӑмӑлне кайнине пытараймӑн. Хаҫатра паллакансен  юбилейӗсем, паллӑ кунӗсем пулнине куратпӑр. Чылай чухне урӑх ялта пурӑннӑ, пӗрле ӳснӗ, ӗҫленӗ ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлса кайнине те «Каҫал ене» алла илсен пӗлетпӗр. Ӗнерхи кунсӑр паянхи ҫук тетпӗр те, хамӑр тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсем, вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗсем пирки те, ялсен, предприятисемпе организацисен ӗҫӗ-хӗлне те хаҫат урлӑ  пӗлме пулать. Хут ҫине ҫырнине пуртӑпа ваклама ҫук, тенешкел, хаҫатра пичетленнӗ статьясемпе хыпарсем эрнелӗх, ҫулталӑклӑх вӑхӑта ҫеҫ мар, ӗмӗрлӗхех упранса юлаҫҫӗ, аврхивра упранаҫҫӗ

Хаҫат редакцийӗ пурнӑҫ таппинчен юлмасть. Электронлӑ майпа та хыпарсем пӗлтерсех тӑратпӑр.  Пирӗн  сайтра, социаллӑ сетьсенче  округра пулса иртекен пур мероприятисем ҫинчен те хӑвӑрт пӗлме май пур. Унтах пӗлтерӳсем те, саламсем те вырнаҫтарма  тӑрӑшатпӑр.

Январӗн 13-мӗшӗнче — Раҫҫей пичечӗн, январӗн 18-мӗшӗнче — Чӑваш пичечӗн кунӗсем. Ҫак уяв ячӗпе хаҫат ӗҫченӗсене, пичет ӗҫӗн ветеранӗсене, обществӑлла корреспондентсене, вулакансене, хаҫатпа ҫыхӑну тытакан пур ҫынна та чӗререн саламлатпӑр. Эсир  пирӗнпе пулнипе хаҫат пурӑнать, сывлать, малашнехи тӗллевсене палӑртать. Ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал суннипе пӗрлех сирӗн ӗҫӗрсенче ӑнӑҫусем пулччӑр. Кашни кун  сирӗншӗн ырӑ хыпарсем ҫеҫ  илсе килтӗр.

Алевтина Ефремова, тӗп редактор.  

https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *