Ҫак уявсем кашни ҫыншӑн ҫывӑх. Вӗсем пире ҫӗнӗ ӗмӗтсем парнелеҫҫӗ, ырра тата малашлӑха шанма вӗрентеҫҫӗ.
Пирӗн округшӑн 2025 ҫул аталану ҫулталӑкӗ пулчӗ. Пӗрлехи ырми-канми ӗҫпе хастарлӑха тата пуҫарулӑха пула округ ҫирӗппӗн малалла аталанать. Эпир пурӑнма, ӗҫлеме тата ачасене ҫитӗнтерме лайӑх майсем тӑвас тӗлӗшпе нумай ӗҫлерӗмӗр: фельдшерпа акушер пункчӗсем, культура тата спорт объекчӗсем, ҫӗнӗ производствӑсем уҫрӑмӑр, ҫул-йӗр хыврӑмӑр.
Эпир пурте яланхи пекех пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫлени, пирӗн пӗрлехи вӑй ҫитӗнӳсене татах та ӳстерме пулӑшса пырӗҫ. Ҫӗнӗ ҫула кӗнӗ чух пур ҫын та ыррине, лайӑххине шанать. ,мӗтӗрсем пурнӑҫланччӑр, кашни ҫӗнӗ утӑм савӑнӑҫпа шанӑҫ кӳтӗр. Чи хакли вара — килес ҫул та пӗрлӗхе, тус-тӑванлӑха упрасчӗ пирӗн. Вара малашне те ҫирӗп халӑх пулӑпӑр, чӑрмавсене ҫӗнтерсе пырӑпӑр, тӑван округа куллен аталантарса тата тӗреклӗрех тӑвӑпӑр.
2026 ҫул сирӗншӗн юратупа шанӑҫ тата ӗненӳ, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ҫутӑ та кӑсӑклӑ пулӑмсен ҫулталӑкӗ пултӑр. Ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп! Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе сире, туссем!
Николай РАСЬКИН,
Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ.

