(Малалли).
Пысӑк хастарлӑхпа ура ҫине тӑнӑ
«Колхозӑн кӑҫал 1100 кубометр тӑпра ӗҫӗ тумалла, 200 кубометр хӑйӑр турттармалла, 20 кубометр чул кӑлармалла, 27 кубометр турттармалла тата ытти хӑш-пӗр ӗҫсем тумалла. Ҫул-йӗр строительствин ӗҫне эпир хӗллехи вӑхӑтрах пуҫӑнтӑмӑр. 20 кубометр чул кӑлартӑмӑр, 14 кубометр йывӑҫ хатӗрлерӗмӗр тата 27 кубометр чул турттартӑмӑр. Ҫураки ӗҫӗ хӗрӳллӗн пулса пынӑ вӑхӑтрах колхозниксем ҫул ҫинче тӑпра ӗҫӗ тума тытӑнчӗҫ», — тесе ҫырать хаҫатӑн 1953 ҫулхи июнӗн 4-мӗшӗнчи номерӗнче пичетленнӗ «Ҫулталӑкри плана ҫывӑх кунсенче пурнӑҫлатпӑр» статьяра «Дружба» колхоз председателӗ С.Алиуллов. Ҫак темӑпа ҫырнӑ заметкӑсенчи йӗркесем: «Калинин ячӗпе тӑракан колхозӑн Сиккасси — Комсомольски шоссе ҫулӗ ҫинче 200 погонометр тӑршшӗ чул сармалла».
«Иртнӗ ҫул районти колхозсем кайӑк-кӗшӗк вити тата ҫамрӑк выльӑхсен витисем тумалли плана тултараймарӗҫ. Ҫавна пула хӗл кунӗсенче кайӑк-кӗшӗксемпе ҫамрӑк выльӑхсем чылай вилсе пӗтрӗҫ. Ҫак йӑнӑша кӑҫал тумалла мар…. Строительство валли государство колхозсене пысӑк пулӑшу парать. Йывӑҫ тата ытти строительство материалӗсем тата кивҫен укҫа парса пулӑшать. Ҫав пулӑшупа колхозсен вырӑнлӑ усӑ курмалла. Ҫавӑнпа пӗрлех вырӑнти материалсемпе усӑ курасси ҫинчен те манмалла мар» палӑртнӑ «Выльӑх-чӗрлӗх ҫурт-йӗрӗсем тӑвас ӗҫе хӑвӑртлатмалла» статьяра. Колхозсенче чӑннипех те фермӑсене юсас, ҫӗнӗ витесем тӑвас юхӑм вӑйлӑн сарӑлса пынӑ. Вӗсене хальхи вӑхӑтри фермӑсемпе танлаштарма ҫук ӗнтӗ. Пӗчӗк пулнӑ, ытларах витесене йывӑҫ материалсемпе тунӑ. Вырӑнта та строительство материалӗсем хатӗрленӗ. «Мичурин ячӗпе тӑракан колхоз членӗсем саман кирпӗч ҫапас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Колхозӑн планпа 40 пин саман кирпӗч ҫапмалла. Паянхи куна 20 пин ҫапнӑ» хыпарлаҫҫӗ Нӗркеҫ ялӗнчен. «1953—1954 ҫулсенче кӑна эпир 100 пуҫ вырнаҫмалӑх ӗне вити,75 пуҫ вырнаҫмалӑх пӑру вити, 2000 пуҫ вырнаҫмалӑх кайӑк-кӗшӗк вити, 600 пуҫ вырнаҫмалӑх сурӑх вити турӑмӑр», — пӗлтерет «Красная звезда» колхоз председателӗ П.Яковлев. Сӑмах май каласан ку колхоз ҫав ҫулсенче районта пур енӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан хуҫалӑхсенчен пӗри пулнӑ. Строительство ӗҫӗсем колхозсенче анлӑ пулса пынине тата ытти хыпарсем те пӗлтереҫҫӗ: «Ленин ячӗпе тӑракан колхозра кӑҫал 40 пуҫ валли лаша вити, 90 пуҫ валли пӑру вити, 500 пуҫ усрамалӑх кайӑк-кӗшӗк вити, кормокухня, конюхсем валли общежити тунӑ. Халӗ 4 автомашина валли гараж тӑваҫҫӗ» (1956 ҫулхи октябрӗн 14-мӗшӗ). «Заветы Ильича» колхозра коммунист К.Богатырев ертсе пыракан платниксен бригади юлашки ҫулсенче нумай ҫурт-йӗрсем турӗ. Иртнӗ ҫулсенче вӑл ӗне вити, сысна вити, ҫиларманӗ туса пӗтерчӗ, пилӗк кӗлете тата лаша витине тӗпрен юсарӗ, двигатель валли ҫурт, хурал пӳрчӗ туса лартрӗ, 1200 тонна вырнаҫмалӑх силос сооруженийӗсем турӗ. Кӑҫал строительсен бригади 1000 пуҫ чӗх-чӗп валли витене урӑх ҫӗре куҫарса лартрӗ, ӑна тӗпрен юсарӗ, 4 автомашина валли гараж тата мастерской турӗ. Халӗ платниксем клуб тӑвас ӗҫе вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Клуб пысӑк та хитре. Клубра 300 ҫын вырнаҫмалӑх зал, вуламалли пӳлӗм пур. Платниксем ҫак пысӑк ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн 500 тонна вырнаҫмалӑх кӗлет тума тытӑнаҫҫӗ, унӑн юписене кирпӗчрен, стенисене йывӑҫран тумалла, 75 пуҫ валли ӗне вити, 500 тонна вырнаҫмалӑх силос сооруженийӗсем тӑваҫҫӗ» (1957 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗ).
«Комсомольски ялӗн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче ҫӗнӗ стройка пынине куратӑн. Строительсем кунта иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ сӳс-кантӑр завочӗ тӑваҫҫӗ», — тесе пуҫланӑ хӑйӗн «Кунта сӳс-кантӑр завочӗ пулать» репортажне Г.Мальцев корреспондент. Вӑл район хаҫачӗн 1957 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче пичетленнӗ. Унта автор завод директорӗ П.Осипов каланине илсе кӑтартать: «Завод пысӑк пулать, унӑн территорийӗ 65 гектар чухлӗ, завода ҫитес ҫулта туса пӗтермелле. Сӳс-кантӑр заводне ӗҫе ярсан, пирӗн пата Елчӗк, Чкаловски, Комсомольски, Первомайски, Шӑмӑршӑ, Йӗпреҫ, Канаш районӗсенчен тата Тутар АССРӗнчи хӑш-пӗр районсенчен кантӑр тиенӗ лавсем вӗҫӗмсӗр килсе тӑма пуҫлӗҫ».
Производство ҫурчӗсемпе хуралтисемпе пӗрлех ҫак ҫулсенче культура, медицина, вӗрентӳ объекчӗсене ҫӗнетсе пынӑ е ҫӗнӗрен тунӑ. «Красная звезда» колхозра Л.Автономов юлташ ертсе пыракан строительство бригади 300 ҫын вырнаҫмалӑх клуб тума тытӑннӑ. Клубра вуламалли пӳлӗм те пулать» (1954 ҫулхи июнӗн 6-мӗшӗ). «Ӗлӗкхи вӑхӑтра тӗттӗм те чухӑн пулнӑ Асанкасси ялӗ халӗ ҫултан-ҫул илемленсе пырать. Ялта халӗ 7 ҫул вӗренмелли шкул, фельдшер пункчӗ, вулав ҫурчӗ, сельмаг, библиотека пур, П.Осипенко ячӗпе тӑракан промысла артелӗ ӗҫлет. Нумаях пулмасть ялта ҫӗнӗ клуб туса пӗтерчӗҫ» (1955 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗ).
1953 ҫулта КПСС Центральнӑй Комитечӗн Пленумӗ «ССР Союзӗн ял хуҫалӑхне малалла аталантармалли мерӑсем ҫинчен» постановлени йышӑннӑ. Унта 1954 ҫулхи ҫуркунне тӗлне колхозсенче, МТС-сенче ӗҫлеме 100 пин ҫын агрономсемпе зоотехниксем яма палӑртнӑ. Пирӗн районти пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсене те хуласенче ӗҫлекен специалистсем килнӗ. Комсомольскинчи яваплӑ ҫӗрте тӑрӑшакансем юлса пыракан колхозсене ӗҫлеме тухса кайнӑ. Район хаҫачӗн редакторӗ Н.С.Квасов та хӑйӗн ӗҫне хӑварса парти чӗннипе Тӑманлӑ Выҫли ялӗнчи Сталин ячӗллӗ колхоза ертсе пыма пуҫланӑ.
КПСС Центральнӑй Комитечӗн Пленумӗн «Ҫӗршывра тӗштырӑ туса илессине малалла ӳстересси ҫинчен тата халиччен сухаламасӑр выртнӑ ҫӗрсемпе усӑ курасси ҫинчен» постановленине ырласа йышӑнни пирки 1954 ҫулсенчи хаҫат номерӗсенче ҫутатсах пынӑ. «Красный маяк» колхозра утӑ тухӑҫлӑхне ӳстерес шутпа 200 гектар ҫинчи ҫарана лайӑхлатма палӑртнӑ. Колхозниксемпе колхозницӑсем иртен пуҫласа каҫчен ҫерем ҫинче ӗҫлеҫҫӗ, ҫӳп-ҫапсенчен тасатаҫҫӗ, тӗмескеллӗ вырӑна касса тикӗслеҫҫӗ, тикӗсленӗ вырӑна клеверпа тимофеевка хутӑшӗ акаҫҫӗ», — пӗлтерет хаҫат.
Уй-хиртен тухӑҫлӑ тырпул туса илес тесен малта пыракан опытсене вӗренсе пымалла. Ҫак енӗпе хаҫатра ҫӗршыври паллӑ специалистсен ҫӗр ӗҫ технологийӗпе, сортсемпе, малта пыракан меслетсемпе паллаштаракан статйисене тӑтӑшах пичетлесе тӑнӑ. Хаҫат районти колхоз председателӗсемпе, специалисчӗсемпе, трактор бригадин бригадирӗсемпе Курган облаҫӗнчи Шадрински районӗнчи опытлӑ станци директорӗн Т.С.Мальцевӑн меслечӗпе усӑ курасси ҫинсен канашлусем, вӗренӳсем ирттерни пирки хыпарлать. «Ку меслетпе тӑпрана отвалӗсене кӑларса пӑрахнӑ плугпа 40—45 сантиметр тарӑнӑш сухалаҫҫӗ. Тарӑн сухаланӑ хыҫҫӑн 3—4 ҫул хушши хӑмӑла дисклӑ лущильникпе 7—8 сантиметр тарӑнӑш кӑпкалатса кӑна акаҫҫӗ» тесе ҫырни пур. Калинин ячӗллӗ колхоз председателӗ Т.Иванова «Тӑваткал тӗмӗпе лартатпӑр» статьяра ҫӗрулмине ҫӗнӗ меслетпе лартни пирки пӗлтерет. Хаҫатӑн 1954 ҫулхи майӑн 16-мӗшӗнчи номерӗнче ҫак меслет ҫинчен каласа паракан пысӑк статья пичетленнӗ.
Юрий Гаврилов.

