Хӗлле ҫитни, паллах, пирӗнтен нумайӑшне савӑнтарать. Анчах пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки манмалла мар. Ҫулӑма сӳнтерме мар, вӑл тухасран сыхланма ҫӑмӑлрах. Электротехника хатӗрӗсене вырнаҫтарнӑ тата вӗсемпе усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсенче палӑртнӑ йӗркесене пӑхӑнмалла.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче электрохатӗрсемпе тата кӑмакасемпе усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнманнипе 475 пушар тухнӑ. Шел те, вӗсенче 13 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 17 ҫын суранланнӑ, ҫулӑм 240 ытла зданипе сооружение тӗп тунӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫуртсене хутса ӑшӑтмалли тӗп тытӑм ӗҫлет пулсан та, кӑмака хутса пурӑнакансем те пур. Ун пеккисен ҫакна асра тытмалла: пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Кӑмака хутнӑ чухне ҫулӑмпа асӑрханманни, вутта ҫывӑха хурса типӗтни, ытти йӗркене пӑсни инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Ан манӑр: кӑмака ҫинче ҫурӑк пур пулсан унпа усӑ курмалла мар; сахалтан та виҫӗ уйӑхра мӑрьене тасатмалла; хутса янӑ кӑмакана пӑхмасӑр хӑварма юрамасть, ҫак ӗҫе ачасене те шанмалла мар. Шартлама сивӗ ҫанталӑкра чылай чухне кӑмакана вӑрах вӑхӑт хутма тивет, ҫавна май хӑш-пӗр вырӑн хӗрсе каять. Ҫав вырӑн йывӑҫ стенапа е сӗтел-пуканпа юнашар тӑк пушар тухма пултарать. Ҫавна май кӑмакана кунне 2—3 хутчен 1—1,5-шер сехет хутма сӗнеҫҫӗ.
Килте заводра туса кӑларнӑ ӑшӑтмалли хатӗрсемпе кӑна усӑ курмалла, унӑн терморегулятор пултӑр. Кун пек хатӗрсем хӑрушсӑр. Ҫапах вӗсемпе усӑ курнӑ чухне те асӑрханулӑх пирки манмалла мар. Ӑна чӳрече карринчен, сӗтел-пуканран аяккарах вырнаҫтармалла. Ӗҫлекен хатӗре пӑхмасӑр хӑварма юрамасть, уйрӑмах — ҫӗрле. Ун ҫинче япала та типӗтмелле мар. Астӑвӑр: хӑвӑр тӗллӗн пуҫтарнӑ ӑшӑтмалли хатӗрпе усӑ курма юрамасть!
Килте пушар тухни пирки пӗлтерекен хатӗр вырнаҫтарсан тата огнетушитель туянсан лайӑх. Кун пек хатӗр тӗтӗм тухсанах инкек пирки систерет. Эппин, ҫулӑма хӑвӑртрах сӳнтерме пулать.
Пушар е тӗтӗм тухнине асӑрхасанах часрах пӳлӗмрен тухмалла та 101 е 112 номерпе шӑнкӑравламалла. Тимлӗ тата асӑрхануллӑ пулӑр! Хӑвӑра тата ҫывӑх ҫыннӑрсене упрӑр!
Иван Ананьев,
районти 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ.

