Вторник, 13 октября

Шаннипе усӑ кураҫҫӗ, именмесӗр ҫука хӑвараҫҫӗ

Шаннипе усӑ кураҫҫӗ, именмесӗр ҫука хӑвараҫҫӗ

Паянхи кун массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ та, пухусемпе канашлусенче те  ултавҫӑсем кӗсье телефонӗ урлӑ укҫа вӑрланӑ тӗслӗхсем пирки пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пирки  шкул ҫулне ҫитмен ачасенчен пуҫласа карчӑк-кӗрчӗк таранах пӗлеҫҫӗ теме те пулать. Автобуссем ҫинче те,  магазинсенче те ҫакӑн пирки час-часах калаҫнине илтетӗн. Апла пулин те ултав «вӑлтине» ҫакланакансем ҫав-ҫавах сахал мар-ха. Хальтерех телефонсемпе усӑ куракансем ҫеҫ мар, халӑхра каланӑ пек «вӗреннӗ» ҫынсем те мошенниксенчен шар кураҫҫӗ.

Мӗнрен килет-ха ҫакӑ;  Кун ҫине пӗр енлӗ тулли хурав пама ҫук, паллах. Ҫын шухӑшлавне, психологине пӗлсе пӗтерейместӗн. Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансем яланах мӗне те пулин шаннӑ, ӗненнӗ% коммунизм пуласса та, финанс пирамидисем  пӑртак укҫа хурсан ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫлемесӗр укҫа-тенкӗ парса тӑрасса та… Паянхи кун та ку туйӑм пирӗнре ҫухалман. Лавккара сутакан таварсенчен йӳнӗрех туянас килет, пысӑк укҫа-тенкӗ выляса илес ӗмӗт пур. Телефон ҫинчи рекламӑсемпе вӑйӑсем вара «ылтӑн тусем» шантараҫҫӗ. Хаклӑ тавара йӳнӗпех туянма, темиҫе миллион выляса илме, анчах та малтан пӑртак укҫа хума, унтан татах та хума сӗнеҫҫӗ. Каларӑмӑр ӗнтӗ, ун пек илӗртмӗшсем телефон ҫинче нумай. Анчах та, халӑх каларӑшӗнче палӑртнӑ пек, тӳлевсӗр сыр шӑши капкӑнӗнче анчах пулать. Никам та  пире ытахальтен парне пама шутламасть.

Смартфонсемпе усӑ куракансем хушшинче аслӑрах ӳсӗмрисем те чылай. Вӗсене паянхи ИТ технологине алла илме ҫӑмӑлах мар. Ҫавӑнпа та пӗлмесӗр кирлӗ мар ҫӗре пусасси те пулать. Ҫапла майпа сисмесӗрех укҫана ҫухатма май пур. Ку пысӑк хӑрушлӑх тееймӗн. Пӗлмесӗр ҫухатнӑ 100—200 тенкӗ темех мар, тейӗпӗр. Анчах та юлашки вӑхӑтра ҫӗршер пин, миллион тенкӗ таран укҫа ултавҫӑсене куҫарса панӑ тӗслӗхсем те сахал мар.  Ун пеккисем пирӗн республикӑра та, округра та пулнӑ. Паллӑ мар ҫынран, банк ӗҫченӗсенчен, шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫлекенсенчен тата ытти влаҫ органӗсенчен шӑнкӑравласа пӗлтерекен хыпарсене тӳрех ӗненесси те пирте ҫухалман-ха. Вӗсем каланине чӑна хурса инкеке лекнӗ ҫынна пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Йывӑрлӑха лекнӗ ҫынна ӑнланни лайӑх-ха, анчах та право йӗркине сыхлакансемасӑрхаттарнине асра тытмалла — вӗсем укҫа-тенкӗ ӑҫта та пулсан куҫариччен малтан  сирӗн пата килнӗ информаци тӗрӗс пулнине тӗрӗслесе пӑхма хушаҫҫӗ.

Халӑх ултавҫӑсем  ялан усӑ куракан мелсене пӗлсе пынипе янтӑ укҫаллӑ пулас текенсем ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ меслетсем шыраса тупаҫҫӗ. ИТ технологи вӗсене ҫакна тума чылай майсем тупма май парать.  Вӗсем ҫинчен шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫлекенсем  асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ. Паллӑ компанисен ячӗсемпе усӑ курса  суя ҫырусем, пӗлтерӳсем янине фишинг теҫҫӗ. Ултавҫӑсен тӗллевӗ — сиенлӗ ссылкӑсем парса хӑвӑрӑн  вӑрттӑн информацисене  суя сайтсене вырнаҫтарма хистесси. Ҫавӑнпа та ӑҫта та пулсан телефонпа кӗрес умӗн унӑн электронлӑ почтипе ссылкисене тӗрӗслесе пӑхма сӗнеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ултавҫӑсем анлӑ  усӑ куракан  тепӗр май вӑл — социаллӑ инженери. Психологипе усӑ курса, сире пулӑшма хатӗр пулса сиртен парольсем, кодсем ыйтма пултараҫҫӗ.  Хӑвӑрӑн телефон ҫинчи  вӑрттӑнлӑха кирек мӗнле организаци ыйтсан та уҫса ан парӑр.

Телефон ҫинчи куҫакан чӳрече е реклама сирӗн  ҫыхӑну хатӗрӗ вируспа сиенленнине пӗлтерет, пулӑшу пама шантарать. Эсир вӑл программӑна уҫласа илетӗр те хӑвӑр сӑтӑр тӑвакан пулса юлатӑр. Ку ултавӑн тепӗр меслечӗ.  Вирусран сыхланас тӗллевпе хӑвӑр шанакан программӑпа ҫеҫ усӑ курма ыйтаҫҫӗ. Телефона хӳтӗлес тесен шанчӑклӑ антивирус тата файервол лартмаллине пӗлтереҫҫӗ. Хӑвӑр лайӑх пӗлмен ссылкӑсене уҫма сӗнмеҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра онлайн суту-илӳ анлӑн сарӑлнӑ. Пӗлтерӳсен сайтӗнче, социаллӑ сетьсенче йӳнӗ хакпа тавар сӗнеҫҫӗ. Укҫа-тенкӗ куҫарсан таварӗ килмест е  эсир заказ панӑ япала вырӑнне урӑххи ярса параҫҫӗ. Ҫавӑнпа та укҫа куҫариччен магазин реквизичӗсене тӗпчесе пӑхмаллине асӑрхаттараҫҫӗ.

Маларах пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ, телефон мошенникӗсем усӑ куракан меслетсем нумай. Вӗсене пурне те ҫырса та, каласа та пама май ҫук пулӗ. Ултавҫӑсем хӑйсен меслечӗсене ҫӗнетсех тӑраҫҫӗ. Право йӗркине сыхлакансем панӑ асӑрхаттарусене телефонпа усӑ курнӑ чухне асра тытӑр. Палламан номерсемпе шӑнкӑравсене йышӑнма тӑхтаса тӑрӑр е калаҫӑва вӑрӑма ан тӑсӑр. Телефон ҫинче ҫырнине тӳрех ӗненсе лартма ан васкӑр.

Ултавҫӑсем эпир ӗненнипе, лайӑххине шаннипе пӗлсе усӑ кураҫҫӗ, именмесӗр пӗр пуссӑр та хӑварма пултараҫҫӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *