Хресчен ачи тесе тӑмастпӑр,
Утатпӑр пӗрмаях мала?
Ура тӗлне такан ҫапатпӑр
Вӗреннӗ май тӑван шкулта?
Ача чухне епле пулса-ши,
Ӳссе ҫитсен — эпир малта?
Кайра пулса эпир хӑҫан-ши,
Парсам, юлташӑм, аллуна?
Куратӑп ак, механизатор,
Куллен ӗҫлет вӑл уй-хирте?
Тепри ак повар: нихҫан ан манӑр
Апат ҫисен ӑш сӑмахна?
Ҫумра — туятӑн, инженер вӑл
Е агроном пирӗн умра?
Учитель: е вӑл космонавт-и,
Е врач ак пирӗн хушӑрах?
Ертӳҫ тени пӗрре вӑл кирлӗ,
Унпа та чухӑн эпир мар?
Ӗҫҫи ҫинче пурте хисеплӗ,
Пурне те ӑшшӑн тав тӑвар?
Тума пӗлмен вӗсен ӗҫ ҫуккӑ,
Маттур вӗсем пур енӗпе?
Чӑваш, тутар е урӑххи
Пурнаҫҫӗ туслӑ ҫемьере?
Калас килет паян ман ӑшшӑн:
Тавах сана, тӑван тавра,
Тавах, мухтавлӑ манӑн шкулӑм,
Вӗрентекен ман асӑмра?
А.К.АЛЕКСЕЕВ.

