Ҫак кунсенче пирӗн округри активистсем республика шайӗнчи «Чӑваш Республики — аталану вырӑнӗ» ашшӗ-амӑшӗсен форумне хутшӑннӑ. Унта Республикӑри ашшӗ-амӑшӗсен комитетӗнчен тата регионӑн тӗрлӗ муниципалитетӗнчен 200 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ачасен пуласлӑхӗ, вӗсене воспитани парас ӗҫри паянхи ҫивӗч ыйтусем тавра калаҫнӑ.
Пирӗн округра пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗсем мероприятире хастарлӑх кӑтартнӑ: хӑйсен шухӑшӗсемпе паллаштарнӑ, ыйтусем панӑ, паянхи вӗрентӗвӗн пахалӑхне лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ темӑсем тавра калаҫнӑ.
Истори учителӗ Артем Максимов ирттернӗ «Ковчег человечества» лекци уйрӑмах пурне те интереслентернӗ. Спикер шӑпах ҫемье халӑхӑн йӑлисен, хаклӑхӗсен тӗп управҫи пулнине, ачасен пуласлӑхӗ ҫине витӗм кӳнине палӑртнӑ.
Форумра ашшӗсем ачасене воспитани парас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ пулнине, хӗрарӑмсен пуҫарулӑхне, ашшӗ-амӑшӗ хушшинчи хутшӑнусене мӗнле майпа тухӑҫлӑ тума пулнине, шкулсемпе ҫемьесем хушшинчи ҫыхӑнӑва вӑйлатмаллине, ачасен таланчӗсене уҫас енӗпе мӗнле ӗҫлемеллине тата ыттине те сӳтсе явнӑ. Мероприятие хутшӑнакансем паянхи ҫемье ахаль сӑнавҫӑ мар, ачасен пуласлӑхне йӗркелекен шкулпа пӗр шайри партнер пулни ҫинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ.

