«Пӳлӗмре тӑватӑ ҫурта ҫуннӑ. Шӑплӑхра вӗсем калаҫнине илтме май пулнӑ. Эпӗ — Лӑпкӑлӑх, тенӗ пӗр ҫурти, анчах та мана хакламаҫҫӗ, ҫавӑнпа сӳнетӗп. Эпӗ — Ӗненӳ, тенӗ тепри, мана шута илмеҫҫӗ те ҫил вӗрнипе ҫунма чарӑнатӑп. Эпӗ — Юрату, тенӗ виҫҫӗмӗшӗ, мана вырӑна хумаҫҫӗ те тек тӗлкӗшейместӗп. Эпӗ — Шанчӑк, тенӗ тӑваттӑмӑшӗ, сире тепӗр хут чӗртме, малашне те ҫунма хавхалантарма пултаратӑп». Ҫакӑн пек пысӑк шухӑшлӑ халап каласа парса, ырӑ сӑмахсем каласа ертсе пычӗ районти тӗп библиотекӑра Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне халалланӑ «Чӗререн чӗре патне» ыркӑмӑллӑх мероприятине Валентина Боровкова. Кунта сывлӑх енчен ҫирӗпех мар пулин те шанчӑка ҫухатман, округӑн общество, культура, спорт пурнӑҫне хастар хутшӑнакансем тата вӗсене кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр ҫынсем пуҫтарӑннине палӑртрӗ. Калаҫу ҫавра сӗтел хушшинче иртрӗ. Районти тӗп больницӑри тӗп врачӑн ҫумӗ Лариса Галкина, «ГБ МСЭ по Чувашской Республике-Чувашии» ФКУ филиалӗн 15-мӗш номерлӗ бюро ертӳҫи Валентина Васильева, 41-мӗш аптека директорӗ Алевтина Ильина, РФ социаллӑ фончӗн округри уйрӑмӗн клиент службин ертӳҫи Надежда Юманова, «Комсомольский» халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр инспекторӗ Екатерина Волкова, «Союз женщин Чувашии» организацин округри уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова, Пӗтӗм Раҫҫейри куҫ курманнисен обществин вырӑнти организацийӗн председателӗ Герман Михайлов паянхи кун ыйтӑвӗсем ҫинче чарӑнса тӑрса ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.
Паянхи кун сусӑррисене ҫӑмӑлах мар. Анчах та вӗсем ҫумӗнче ӑнланма тӑрӑшакан, мӗн май килнӗ таран пулӑшма хатӗр ҫынсем пур. Пӗтӗм Раҫҫейри инвалидсен обществин округри уйрӑмӗн председателӗ Алексей Гаврилов хӑйӗн сӑмахӗнче сывлӑх енчен хавшакрах пулсан та инвалидсем хушшинче чун хавалӗпе ҫирӗп, пурнӑҫра шанчӑка ҫухатмасӑр халӑхпа пӗрле пулма тӑрӑшакан ҫынсем пулнине палӑртрӗ. Общество ирттерекен культура, спорт мероприятийӗсене вӗсем хапӑлласа хутшӑнса тунӑ ҫитӗнӳсемпе паллаштарчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл малашнехи тӗллевсем пирки чарӑнса тӑчӗ.
Округри архив секторӗн специалисчӗсем Валентина Шингаловӑпа Татьяна Краснова районти пӗрремӗш хӗрарӑм-трактористкӑсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Ольга Буслаева ертсе пыракан «Веселые нотки» эстрада ансамбльне ҫӳрекенсем пуҫтарӑннисен кӑмӑлӗсене илемлӗ музыка номерӗсем кӑтартса ҫӗклерӗҫ.
Библиотекарьсем хатӗрленӗ «Все обо всем» квиз та интереслӗ пулса тухрӗ.
Темӗнле лару-тӑрура та нихӑҫан та шанчӑка ҫухатмалла мар. Ҫак шухӑш тӗп вырӑн йышӑнчӗ ыркӑмӑллӑх мероприятийӗнче.
Светлана Григорьева.

