Вторник, 13 октября

«Тăлăхскер»

«Тăлăхскер»

(МАлалли).

Каярахпа кăна, вăхăт иртсен, кукамăшĕ ку тĕнчере текех çуккине асăрханса пĕлтерчĕ воспитательница. Ял çыннисем те аса илмерĕç курăнать тăлăха. Тирпейлесе пытарчĕç те кинемее, манăçăнчĕ вăхăтлăха Красновсен йăхĕ, пулман та тейĕн.

Çулла час ир пулать çав. Усал тĕлĕкпе вăраннăскере ыйхă хăйĕн ытамне тек илесшĕн пулмарĕ курăнать. Диван çинче çывăракан Сергее вăратас мар тесе сас-чỹ кăларасран асăрханчĕ вăл. Ĕнер ача чухнехи тантăшĕн мăшăрĕ, вăхăт каç еннелле сулăннине пăхмасăр, наччасра тепĕр хутчен тасатса-çуса тухрĕ кỹршисен пỹртне. Тем пек хăйсем патĕнче юлма ỹкĕтлесен те тăван килнех туртрĕ чунĕ арçыннăн. «Акă, тинех тăван килте эс, Юрик…» Хулари хваттер мар та, кунта кĕлеткен кашни клетки каннăн туйăнать. Хăйĕн пĕчĕк пỹлĕмĕнчен халь-халь кукамăшĕ тăрса тухассăн туйăнать. «Телей пулмарĕ аннỹн. Кĕрỹ вăхăтсăр кайрĕ-çке. Эсĕ кипкере кăначчĕ ун чух. Ытла вĕриччĕ çав аçу. Лара-тăра пĕлместчĕ. Те киле килсе кĕнĕрен аван марланатчĕ вара, ĕçлемесĕр лăпкă ларман нихăçан та. Аннỹпе эпир мĕн, икĕ хĕрарăм, арçын ĕçне пĕлетпĕр-им питех? Ваççа кĕрỹ вара карта-юпасене улăштарчĕ, выльăх витине çĕнетрĕ… Алли ылтăнччĕ çав кĕрĕвĕн. Нурăсри паллаканĕсем пусă чавма пулăшма чĕннĕ те, хирĕçлемен кĕрỹ. Кăмăлĕ питĕ ырă, ăш пиллĕччĕ çав. Шухăшлама та пултарайман çавăн пек инкек пуласса. Вĕренпе çыхăннăскер шăтăкран тăмлă çĕре витрепе çỹлелле парса тăнă чухне газпа минресе вилчĕ вĕт. Тепри анать ăна çỹле хăвăртрах хăпартас тесе, вăл та самантрах вилет. Метан тени самантрах вĕлерет иккен. Кайран аннỹ çавăн пек тесе ăнлантарчĕ…»

Анне-е-е… «Турă пĕр харăс пур çĕрте те пулса ĕлкĕреймен, çавăнпа вăл çĕр çине хĕрарăмсене амăшĕсем туса янă…» Эппин, Турă элчисем вĕсем, аннесем. Аванах астăвать хăйне кун çути кăтартнă, юратса утьăкка сиктернĕ çынна Юрик. Шкулта кĕçĕн классенче вĕрентетчĕ. Пĕчĕккисем аркинчен тытса çỹременни кăначчĕ çав. Амăшĕсенчен те ытларах юрататчĕç хăйсен пĕрремĕш учительницине апăршуксем. Юрика шкула çавăтса кайни те асрах. «Кун пекки, ывăлăм, пурнăçра пĕрре пулать. Шкулта ăс илни тĕнче алăкĕсене яр уçма пулăшать. Вĕренме нихăçан та ан ỹркен…» Шăпах амăшĕ йышăнчĕ чи кĕçĕннисене. Вăтăра яхăн ача хушшинче хăйĕнне ыттисенчен пĕртте уйăрмарĕ. Тĕрĕссипе, ывăлне шкул çулне çитичченех вулама-çырма хăнăхтарчĕ. Хăй те ĕç укçи илсенех района кайса çĕнĕ кĕнекесем туянса килетчĕ. Пĕрре мар каçсерен вăранса кайсан амăшĕ хăйпе юнашар кĕнеке тытса ларнине асăрхатчĕ Юрик. Ăна та куçрĕ пулас кĕнеке тĕнчин асамлăхĕ. Канашри интернатра чухне чăваш çыравçисен кĕнекисене, уйрăмах Александр Кăлканăн юптарăвĕсене, каçăхса кайса вулатчĕ. Мария Ухсайăн «Кăра çилсем» романне виçĕ кунтах «çавăрса хучĕ» те, ĕненмерĕ библиотекарь, содержанине каласа пама ыйтрĕ. Аптраса-вăтанса тăмарĕ пĕчĕк каччă, шăкăртаттарчĕ кăна. Пусмăрпа юн, пуяннисемпе чухăннисем, киввипе çĕнни… Ун чухнех пĕтĕм сисĕм-туйăм идеологи тавралла явăнма-йĕркеленме пуçланă пулинех. Çитменнине каярах хăй Мускавра Ухсайсен хĕрĕпе тĕл пулса калаçасса кам шухăшлама пултарнă?!!

Сар хĕвел пек амăшĕ те нумай пурăнаймарĕ, апăрша. Иккĕмĕш класра вĕренетчĕ-ха Юрик. Пĕррехинче çапла амăшĕ урок вăхăтĕнчех, доска умĕнче тăраканскер, сулăнса кайрĕ. «Нимех те мар. Пуç çаврăнса кайрĕ. Иртсе каять акă», — тесе учитель вырăнне пырса ларчĕ. Шурса кайнă сăнлăччĕ. Ывăлĕ хăй çине пăшăрханчăклăн пăхнине кура: «Лăплан. Йĕркеллех…» — тенĕн йăл кулса илчĕ. Тепринче тата урамран кĕчĕ те, кукамăшĕ амăшне хистесех апат çиме йыхравланине асăрхарĕ. Ывăлĕ умĕнче турткаланса тăма аван мар терĕ-тĕр, сĕтел хушшине юнашар кĕрсе ларчĕ хайхискер. Нимех те сисмерĕ Юрик, кăмакара чугунра пĕçернĕ какайлă купăста яшкине (çак каллех çав яшка тути килсе кĕчĕ çăварне выртнă çĕртех) самантра тенĕ пек çисе ячĕ. Чăх какайне те çавăрттарса хучĕ. Амăшĕ хăй çине юратса пăхнине, пуçĕнчен шăлса илнине хальхи пекех астăвать те, вăл чирлĕ пулма пултарнине ăнланса илеймен çав ун чухне пĕчĕкскер. «Çи, çи, ачам-ылтăнăм, санăн ỹсмелле, çын пулмалла, патварланмалла, вăйлă пулмалла», — тенине вара халĕ те астăвать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *