Вторник, 13 октября

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли).).

Вӑрҫӑн асаплӑ ҫулӗсем

«Народный учитель» ятлӑ танк колоннине тума укҫа пухас ӗҫ шкулсенче сарӑлсах пырать. Мартӑн 1-мӗшне районӗпе пурӗ 642 тенкӗ пухнӑ» текен хыпарсем час-часах тӗл пулаҫҫӗ. «Чӗчкенти «Игенче» колхоз активӗ самолетсен  «Осоавиахим Чувашии» звенине тума 600 тенкӗ ытла пачӗ», «Интернационал» колхозри  колхозниксемпе колхозницӑсем самолетсен «Осоавиахим Чувашии» звенине тума 1700 тенкӗ пухса пачӗҫ», «Мурат» колхозри колхозниксемпе колхозницӑсем танксен  «Колхозник Чувашии» колоннине тума укҫа-тенкӗ пухас ӗҫе активлӑ хутшӑнаҫҫӗ. Колхоз членӗсем хӑйсем перекетлесе хӑварнӑ укҫисенчен 21000 тенкӗ пама ҫырӑнса, халӗ 17000 тенкине пачӗҫ», «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакцийӗпе типографинче ӗҫлекенсем  «Работник печати» ятлӑ танк колонни тума икӗ кунхи  ӗҫ укҫине пачӗҫ». Кун пек ҫырса пӗлтернисем те хаҫатра чылай. Кашни  ӗҫ коллективӗ ҫак ыркӑмӑллӑх ӗҫне хутшӑннӑ.

«Комсомолецсемпе ҫамрӑксен Хӗрлӗ Ҫар 24 ҫул тултарнӑ ятпа февралӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ тӑваттӑмӗш воскресникӗ районра пысӑк ҫӗкленӳпе иртрӗ. Воскреснике колхозниксем, учрежденисенчи служащисем, шкулсенчи вӗренекенсем пурӗ 4350 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем колхозсенче ҫуракине хатӗрленес тӗлӗшпе тӗрлӗ ӗҫсенче ӗҫлесе 3960 ӗҫкунӗ тунӑ тата 1090 тенкӗ укҫа ӗҫлесе илнӗ. Воскресникре ӗҫлесе тунӑ ӗҫкунӗсем ҫине тивекен тырӑпа укҫана Ленинла Сталинла комсомол ячӗпе тӑвакан танковӑй колонна тунӑ ҫӗре параҫҫӗ» тенӗ хаҫатӑн 1942 ҫулхи февралӗн 18-мӗшӗнчи номерӗнче.

Тылра темӗнле йывӑр пулсан та фронтра ҫапӑҫакансене  апат-ҫимӗҫпе, ӑшӑ япаласемпе пулӑшсах тӑнӑ.  «Октябрь ялавӗ» хаҫатра ҫырнисенчен: «Светлая жизнь» колхоз  Хӗрлӗ Ҫар боецӗсем валли ҫӗнӗ ҫул ячӗпе ҫакӑн пек парнесем ярса пачӗ: 15 чӑх какайӗ, 50 килограмм пӑри кӗрпи, 5 килограмм шӑн ҫу, 3 мӑшӑр чӑлхапуҫ, 2 мӑшӑр алса тата ыттисем те», «Восход» колхоз фронтри боецсем валли 2 сысна какайӗ, 50 килограмм пӑрҫа тата ку колхозри колхозниксем 91 килограмм сысна какайӗ, 15 килограмм сухари, 24 стакан махорка тата ытти ҫимелли апат-ҫимӗҫсемпе тӑхӑнмалли япаласем ярса пачӗҫ», «Хирти Сӗнтӗр ялсоветӗнчи колхозсем Хӗрлӗ Ҫар 24 ҫул тултарнӑ ятпа фронтри боецсем валли парнесем ярса параҫҫӗ. «Коммунар» колхоз 80 килограмм сухари, 2 мӑшӑр алса, 800 тенкӗллӗх кучченеҫсем, «Победа» колхоз 52 килограмм сухари, 8 килограмм типӗтнӗ какай, 2,5 килограмм табак, 4 мӑшӑр носки, «Комбайн» колхоз 8 килограмм сухари, 8 килограмм типӗтнӗ какай, 550 тенкӗллӗх кучченеҫсем, «Трактор» колхоз 24 килограмм сухари, 145 тенкӗллӗх кучченеҫсем ярса панӑ». «Районри ӗҫҫыннисем Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революци 25 ҫул тултарнӑ ятпа  Хӗрлӗ Ҫар боецӗсем валли парнесем ярса пачӗҫ. Октябрӗн 6-мӗшӗнче районри ӗҫҫыннисенчен пухӑннӑ 684 килограмм аш-какай, 51 килограмм ҫу,  214 килограмм пыл, 10 килограмм премӗксем, 24,5 килограмм табак, 168 литр эрек, 1945 штук ҫӑмарта, 15 хур какайӗ, 150 чӑх какайӗ, 1500 килограмм ҫӗрулми, 410 килограмм купӑста, 100 килограмм кишӗр, 58 килограмм сухан тата 259 уйрӑм посылкӑсем тата ытти тӗрлӗ япаласем ӑсатнӑ. Уяв парнисем пухасси малалла пырать».

Шкулсенче вӗренекенсем Хӗрлӗ Ҫар валли чӑх-чӗп, выльӑх-чӗрлӗх те ӳстерсе панӑ. Акӑ мӗн ҫырать хаҫат: «Хырай Ӗнелӗнчи тулли мар вӑтам шкулта  вӗренекенсем Хӗрлӗ Ҫар валли 61 чӑх, 8 хур тата 3 кӑвакал ӳстерсе параҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне комсомолецсем 6 чӑх, 3 хур тата 1 сурӑх ӳстерсе памашкӑн пулчӗҫ. Ҫавнашкалах Александровкӑри тулли мар  вӑтам шкулта вӗренекенсем те 130 чӑхпа 10 хур ҫитӗнтерсе параҫҫӗ».

Горьки хулинчи Автозавод районӗнчи 27-мӗш, 1-мӗш тата 19-мӗш номерлӗ вӑтам шкулсенчи учительсемпе вӗренекенсем  фашистсенчен ирӗке кӑларнӑ районсенчи шкулсенче вӗренекен ачасене учебниксемпе вӗренӳре кирлӗ пулакан хатӗрсем пуҫтарас енӗпе пуҫару тунӑ. Пирӗн районти шкулсенче ӗҫлекенсемпе пӗлӳ илекенсем те ӑна ырласа йышӑннӑ. Кивӗ Сӗнтӗрти тулли мар вӑтам шкул директорӗ И.Евгеньев тата учком председателӗ М.Алякина хаҫат урлӑ ҫапла пӗлтернӗ:  «6-мӗш класра вӗренекен ачасем хӑйсем хушшинче 47 тенкӗлӗх учебник, 31 кӑранташ пуҫтарчӗҫ. Шкул коллективӗ 250 тенкӗллӗх учебник, 300 кӑранташ, 100 штук перо, чернил таблеткисем тата ытти япаласем те пуҫтарса хатӗрленӗ».

Хаҫат страницисенче фронтран янӑ ҫырусене те пичетленӗ. Хӗрлӗ Ҫар салтакӗсем вӗсенче тӗрлӗ енлӗ пулӑшнӑшӑн тав сӑмахӗ калаҫҫӗ, тӑшмана хӑвӑртрах ҫапса салатма шантараҫҫӗ. «…ялта гитлеровецсем хӑйсем пулнӑ чухне 105 колхознике ачисемпе пӗрлех кӗлете хупса хурса вут чӗртсе ҫунтарса яма тӑнӑ… Тепӗр ялта 84 ҫынна вӗлерсе пусӑна тултарса хӑварнӑ… Тӑшмана ҫӗмӗрсе тӑкасси пӗр Хӗрлӗ ҫартан ҫеҫ килмест, нумайӑшӗ сирӗнтен, тылри ӗҫҫыннисенчен килет. Ҫавӑнпа та эсир, колхозниксем, пире, фронтовиксене, пӗтӗм вӑйран пулӑшӑр… Салампа Н.В.Самаркин, А.Я.Шингалов, Ф.И.Киргизов, П.С.Иванов» тесе ҫырнӑ  «Савнӑ тӑван колхозниксене» ҫырура.

Пысӑк йывӑрлӑхсем пулсан та колхозниксем вӑхӑтра акса хӑварма, мӗн ҫитӗнтернине пуҫтарса кӗртме тӑрӑшнӑ. Кун пирки хаҫатра ҫырсах тӑнӑ. Тыл ӗҫченӗсем чӑннипех те паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Ҫакна ҫирӗплетекен хӑш-пӗр хыпарсене илсе кӑтартар-ха. «Большевик» колхозӑн кӑҫал  ҫӗрулми лартмалли лаптӑкӗ 8 хут ӳсмелле. Ҫавӑнпа та унта лартма вӑрлӑх нумай кирлӗ пулать. Колхозниксем ҫимелли ҫӗрулмин ҫиелти куҫлӑ пайне 100 центнер касса пама килӗшнӗ»,  «Майӑн 21-мӗшне районри колхозсем 9545 гектар ҫӗр сухаласа 8761 гектар ҫинче акнӑ. Акмалли плана 86,8 процент пурнӑҫланӑ»,  «Светлая жизнь» колхозра ҫурхи тырӑсене ҫулнӑ ҫӗрте 45 ҫын кӗреплеллӗ ҫавасемпе ӗҫлеҫҫӗ. 1-мӗш бригадӑра Х.Ямукова, М.Казакова юлташсем кун хушшинче ҫуршар гектар ытла ҫулаҫҫӗ»,  «Красный Октябрь» колхоз хирте выртса вырассине организациленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *