Ноябрӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 2-мӗшӗччен «Единая Россия» партин пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Коробка храбрости» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртет. Ҫак тапхӑрта нумай вӑхӑта тӑсӑлакан сиплев е реабилитаци витӗр тухакан ачасем валли парнесем пуҫтараҫҫӗ.
Округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Вячеслав Кополухин, «Единая Россия» партин активисчӗсем Татьяна Краснова тата Герман Михайлов ҫак акцие хутшӑнса чирлӗ ачасем валли кӗнекесем, канцеляри таварӗсем, аталантаракан вӑйӑсем туяннӑ. «Ачасемшӗн тимлӗхе тата вӗсемшӗн тӑрӑшнине туйни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Хӑш-пӗр чухне ӑшӑ сӑмахпа пӗчӗк парне те сывалма пулӑшаҫҫӗ», — палӑртнӑ партин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Людмила Макарова.
Акцие кашниех хутшӑнма пултарать. Эсир те теттесем туянса (ҫемҫе теттесем пулмалла мар) «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмне пырса пама пултаратӑр. Сирӗн парне пӗр-пӗр чирлӗ ачашӑн кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ, эсир ун урлӑ парнеленӗ чун ӑшши, тен, сывалма та пулӑшӗ.
Алевтина ЕФРЕМОВА.

