Вторник, 13 октября

Пулӑ киленӗҫӗ ӳкӗнӗҫлӗ ан вӗҫлентӗр

Пулӑ киленӗҫӗ ӳкӗнӗҫлӗ ан вӗҫлентӗр

Каҫал тӑрӑхӗнче хӑйсен пушӑ вӑхӑтне сунарта, пулӑра ирттерме кӑмӑллакансем сахал мар.

Паллах, хӑйсене ырӑ та усӑллӑ ӗҫпе ҫыхӑнтаракан ҫынсене ырламалла ҫеҫ. Анчах та кирек мӗнле киленӳре те чӑн малтанах хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнмаллине асра тытмалла. Ҫакнашкал ҫирӗп йӗрке ҫыран хӗрринче, кимӗпе кӳлӗ варринче пулӑ тытакансене те пырса тивет. Кӗркуннехи тапхӑрта, ҫанталӑк сивӗтсе пынӑ май пулӑҫӑсен тата ытларах тимлӗ пулмалла. Акӑ, юлашки кунсенче ҫеҫ Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка округӗсенчи ялсенче 33, 47, 57 ҫулсенчи пулӑҫсене ҫӑлав службисем те кирлӗ пулӑшу парса пурнӑҫӗсене сыхласа хӑварайман, вӗсем пурте пулӑ тытнӑ чухне путса вилнӗ.

Инкек куҫа курӑнса килмест. Ҫавӑнпа та пулӑ тытма каякансем теветкелленсе йӗркене пӑхӑнманни инкек-синкек патне илсе пыма пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *