Октябрӗн 13—24-мӗшӗсенче ҫӗршывра Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӑҫта вилӗм сутнине пӗлтерӗр» акци пычӗ. Ҫак вӑхӑтра пирӗн округри вӗрентӳ, культура учрежденийӗсенче профилактика мероприятийӗсем йӗркелесе ирттерчӗҫ.
Элпуҫ ял библиотекинче «Хӑрушӑ чикӗ умӗнче» ятпа мероприяти йӗркеленӗ. Культура ӗҫченӗсем Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсемпе наркотик тата унӑн сиенӗ пирки калаҫнӑ. Вӑл ҫынсен сывлӑхне мӗнле сиен кӳни, наркотиксене тата психотроплӑ япаласене саракансене, упракансене административлӑ тата уголовлӑ майпа явап тыттармалли мерӑсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
Вӗренекенсем «Усӑллӑ — сиенлӗ» вӑййа та хапӑлласа хутшӑннӑ. Кунта ыйтусем ҫине хуравласа вӗсем пурнӑҫри ырӑпа усал йӑласен лайӑх тата япӑх енӗсене палӑртнӑ. Наркомансем обществӑшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине, ӑс-тӑна минретекен япаласенчен аякра тӑмаллине ҫирӗплетнӗ.
Ҫакӑн пек мероприятисем вӗренекенсене наркотиксен сиенӗ ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме, вӗсенчен асӑрханмаллине лайӑхрах ӑнланма пулӑшаҫҫӗ.
Наталия Павлова.

