Вторник, 13 октября

Пулӑшу кӳреҫҫӗ

Пулӑшу кӳреҫҫӗ

Чӑваш Енре ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене пулӑшу кӳрес тӗллевпе ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека программи ӗҫлет. Вӑл пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пулӑшать.

Республика Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗ тӑрӑх программӑна 2025 ҫулта пурнӑҫа кӗртсе пыма республика бюджетӗнчен 515 миллион тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ. Кӑҫал ҫар ҫыннисен 48 ҫемйи ҫак программӑна хутшӑнса пӗтӗмӗшле 58,2 миллион тенкӗлӗх пулӑшӑва тивӗҫнӗ. Вӗсенчен 39,9 миллион тенкине 34 ҫемье ипотекӑн чи малтанхи тӳлевӗ валли янӑ. Сӑмахран, Ҫӗрпӳ округӗнчи нумай ачаллӑ Воскобойниковсем ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека илсе Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче хваттер туяннӑ.

Программа малалла пурнӑҫланать. Унта хутшӑнас текенсен хӑйсем пурӑнакан ҫӗрте вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене ҫитсе документсем хатӗрлемелле. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *