Ӗмӗр ӗмӗрлекен ватӑсемпе калаҫатӑн та, вӗсен сӑмахӗсенче пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫ пирки ӳпкелешсе каланине нихӑҫан та илтместӗн. Чӑннипе те темӗнле йывӑрлӑха та курма, чӑтса ирттерме тивсен те хуҫӑлса ӳкмен вӗсем. Ачалӑхӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсене лекнӗ май урамра хаваслӑн выляса-кулса, чупса ҫӳрес, парта хушшинче ларса вӗренес вырӑнне ашшӗ-амӑшне пулӑшмалла пулнӑ. Вӗсем мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗ. Пӗтӗм йывӑрлӑха ҫӗнтерсе ҫутӑ малашлӑх пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра ҫитӗнсе ура ҫине тӑнӑ, ӗмӗрӗпе ӗҫре пиҫӗхсе малтан-мала талпӑннӑ «вӑрҫӑ ачисем» пирӗн хушӑра нумайӑн.
Вӗсенчен пӗри — Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Маргарита Васильевна Ванюшкина. Ҫак кунсенче 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ вӑл. Паллӑ кунпа Рита аппана сумлӑ хӑнасем: районти депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Надежда Голландцева саламларӗҫ. Вӗсем чи малтанах Раҫҫей Президенчӗн В.В.Путинӑн салам ҫырӑвне, округ пуҫлӑхӗн Н.Н.Раськинӑн парнине парса чысларӗҫ. Ватӑ ҫынна хисеп туни — темрен те паха.
Маргарита Васильевнӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен, паллах. Апла пулин те паянхи кун пурӑнма тӳр килнишӗн яланах Турра тав тӑвать. Хыҫа юлнӑ ҫулсене ырӑпа аса илет. Пурнӑҫра ачисем, мӑнукӗсем, мӑнмӑнукӗсем пурришӗн чунтан савӑнать.
Маргарита Васильевнӑна ялта хисеплесе Рита аппа тесе чӗнеҫҫӗ, вӑл ҫак ялтах йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Ачалӑхӗ вӑрҫӑ ҫулӗсене лекнӗ, терт-нуши сахал мар пулнӑ. Ашшӗ вӑрҫӑран таврӑнсассӑн нумаях пурӑнайман. Ҫурма тӑлӑха юлнӑскерсен мӗн ҫамрӑклах хӗрарӑм, арҫын ӗҫне те пурнӑҫлама тивнӗ. Хӗр вырӑнти шкулта пӗлӳ илнӗ, малалла вара вӗренме кайма май килмен. Вӑл хуҫалӑхра ӗҫе кӳлӗннӗ. Кинемей фермӑра та чылай ҫул тӑрӑшнӑ. Ӗҫрен нихӑҫан та пӑрӑнман Рита аппа. Мӑшӑрне те ҫакӑнтах тӗл пулнӑ Маргарита Васильевна. Ялти Кронидт Ванюшкинпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Ванюшкинсем виҫӗ хӗрпе икӗ ывӑла кун ҫути парнеленӗ, тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Пурте аслӑ пӗлӳ илнӗ, ҫемье ҫавӑрнӑ, тӗп хулара, ялта тӗпленнӗ. Тӑван киле илсе ҫитерекен ҫула нихӑҫан та манмаҫҫӗ, май килсессӗнех амӑшӗ патне васкаҫҫӗ. Сӑмахран, Надя хӗрӗ, ялтах тӗпленнӗрен, кашни кунах амӑшӗ патне васкать. Рита аппа 95 ҫул тултарнӑ пулин те чиперех ҫӳрет, пӗчченех пурӑнать. Ҫывӑх ҫыннисем тӑван киле пуҫтарӑнасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Ун чухне кил-ҫурт ачасен хаваслӑ сассипе, мӑнукӗсен куллипе тулать. Ҫакӑ мар-и кинемейӗн тулли телейӗ?
Алевтина АНТОНОВА.

