Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин Комсомольскинче ҫӗнӗ шкул тунине сӑнасах тӑрать, ҫак кунсенче те вӑл вырӑна ҫитсе ӗҫсем мӗнле пынипе паллашнӑ.
Объектра ӗҫсем пӗрре те чарӑнмаҫҫӗ. Хальлӗхе иккӗмӗш хутӑн стенисене хӑпартаҫҫӗ, путвалта электромонтаж ӗҫӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ, вентиляци хатӗрӗсене тата ӑшӑтмалли пӑрӑхсене вырнаҫтараҫҫӗ. Тулашри пӑрӑхсене хурас ӗҫе 80 процент чухлӗ пурнӑҫлама та ӗлкӗрнӗ. Ҫавӑн пекех ҫуртӑн мал енне илемлетме те пикеннӗ. Николай Никандрович ӗҫсем маларах палӑртнӑ графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пынине палӑртнӑ, шкула вӑхӑтра туса пӗтерсе хута яма суннӑ.

