Вторник, 13 октября

Пулӑшу ӗҫне хапӑлласа хутшӑнаҫҫӗ

Пулӑшу ӗҫне хапӑлласа хутшӑнаҫҫӗ

Чӗчкен территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗ пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ.

Аслӑ Чурачӑк культура ҫуртӗнче тӑтӑшах маскировка сеткисем ҫыхас ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех яла вӑхӑтлӑх отпуска килнӗ мобилизаци йӗркипе ҫарта тӑракан салтаксемпе те тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Вӗсене инҫетре службӑра тӑнӑ вӑхӑтра  кирлӗ пулакан япаласем пуҫтарса парса яраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех гуманитари грузӗсем хатӗрлес ӗҫре те ял ҫыннисем пуҫарулӑх кӑтартаҫҫӗ.

Маскировка сеткисем ҫыхас ӗҫе Чӗчкенти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта та йӗркеленӗ. Вӗренекенсем уроксем хыҫҫӑн юлса хапӑлласах ҫак ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. 5—9-мӗш классенче пӗлӳ илекен хастар ачасем дронсенчен хӳтӗленмелли утиялсем ҫӗлеҫҫӗ. «Пирӗн  сеткӑсемпе утиялсем малти линире тӑракан салтаксене  тӑшманран хӳтӗленме пулӑшчӑр. Хамӑрӑн ентешсем каялла тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса ҫитчӗр», — теҫҫӗ вӗсем.

Нумаях пулмасть культура ҫуртӗнче окоп ҫуртисем туса хатӗрленӗ. Вӗсем те инҫетри ентешсемшӗн кирлӗ пулаҫҫех. Хальлӗхе 60 окоп ҫурти хатӗр.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси малалла пырать. Ку ӗҫе ҫамрӑксем те, аслӑрах ҫулхисем те хапӑлласах хутшӑнаҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах ялти культура ҫуртне ҫитеҫҫӗ. 

Елена Шуряшкина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *