Вторник, 13 октября

Вӗренӳ кирлӗ шайра иртрӗ

Вӗренӳ кирлӗ шайра иртрӗ

Пурнан пурнӑҫ ра темӗнле кӑткӑс лару-тӑру та сиксе тухма пултарать. Ҫавӑнпа та влаҫ  органӗсенче ӗҫлекенсен те, тӗрлӗ службӑсен те, халӑхӑн та вӑл вӑхӑтсенче хӑйсене мӗнле тытмаллине пӗлмелле.

Октябрӗн 2-мӗшӗнче муниципаллӑ округ территорийӗнче  командӑпа штаб вӗренӗвӗ иртрӗ. Хырхӗрри культура ҫуртӗнче йышӑнупа эвакуаци пункчӗ ПЭП (приемный эвакуационный пункт) йӗркелерӗмӗр. Легенда тӑрӑх Шупашкар хулинчен чрезвычайлӑ лару-тӑру пулнӑ вырӑнтан эвакуациленӗ ҫ ынсем автобуспа килсе ҫитмелле. Ҫавӑнпа та васкаса культура ҫуртӗнче вӗсене йышӑнмалли пункт йӗркелемелле. Ку енӗпе пурнӑҫ ламалли ӗҫсене  муниципаллӑ округӑн Хырхӗрри территори уйрӑмӗнче тӑрӑшакансем, культура ӗҫченӗсем,  РФ шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн сотрудникӗсем, райпон, тӗп больницӑн, Хырхӗрри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулӗн ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем килнӗ ҫынсене списокпа пӑхса регистрацилерӗҫ, вӑхӑтлӑха кӗтмелли зала вырнаҫ тарчӗҫ, сывлӑхӗсене тӗрӗслерӗҫ, апат-ҫимӗҫпе  тивӗҫтерчӗҫ, пурӑнмалли вырӑна ҫитерчӗҫ. Тренировка вӑхӑтӗнче кашниех «инкек пулнӑ вырӑнти  ҫынсене» пулӑшма тӑрӑшрӗ.

Вӗренӳ мӗнле пынине вӗренӳ штабӗн начальникӗ, округ пуҫлӑхӗн ҫумӗн ӗҫ ӗсене пурнӑҫ лакан А.Г. Кузьмин, округ администрацийӗн  ятарлӑ программӑсен, граждӑнла оборона тата  чрезвычайлӑ ситуацисен уйрӑмӗн специалисчӗсем сӑнаса тӑчӗҫ, сотрудниксен ӗҫне пахаларӗҫ.

Ҫакӑн пек вӗренӳсем  кӗтмен ҫӗртен сиксе тухакан кӑткӑс лару-тӑрура пур службӑсене те ҫухалса каймасӑр тӗрӗс утӑмсем тума пулӑшаҫҫӗ.

Ремис Шарафутдинов,

округӑн ГО тата ЧС, ятарлӑ программӑсен уйрӑмӗн

начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *