Октябрь уйӑхӗ ырӑ та ӑшӑ уявсемпе пуян. Тин ҫеҫ аслӑ ӳсӗмрисене Ваттисен кунӗ ячӗпе саламласа пуян ӑс-хакӑлӗшӗн тав турӑмӑр, акӑ Учительсен кунӗ те ҫитрӗ.
Кӑҫал вӗрентекен кунне Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче уявларӗҫ. Мероприятире учительсене ҫеҫ мар, ача сачӗсенче ӗҫлекенсене те иртнӗ професси уявӗ ячӗпе саламларӗҫ.
Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламласа учитель профессийӗн пысӑк пӗлтерӗшӗ ҫинчен каларӗ, малалла та профессире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунчӗ. Тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ педагогсене тӗрлӗ шайри наградӑсемпе чысларӗҫ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн учительне Людмила Абрамовӑна, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн социаллӑ педагогне Ирина Борисовӑна, Урмаел вӑтам шкулӗн кӗҫӗн классен учительне Дания Ямальтдиновӑна, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн физкультура учительне Валерий Плешкова «Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ тата воспитани сферин хисеплӗ ӗҫченӗ» паллӑпа наградӑларӗҫ. Хирти Явӑш вӑтам шкул педагогне Алина Константиновӑна, Чӗчкен тӗп шкулӗнче вӗрентекен Танзиле Мухаметшинӑна, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн учительне Татьяна Соловьевӑна, Асанкасси вӑтам шкулӗн учительне Галина Чумаковӑна ЧР Вӗренӳ министерствин Хисеп грамотине пачӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗренӳ тытӑмӗнче нумай ҫул вӑй хуракансене, тӗрлӗ ҫитӗнӳсем туса палӑрнисене муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе, «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн секретарӗн Тав ҫырӑвӗсемпе тата ытти ведомствӑсен наградисемпе чысларӗҫ.
Мероприятире професси конкурсӗсенче мала тухнисене те наградӑларӗҫ. Чи маттур та тӑрӑшуллӑ педагогсем пулнине палӑртса «Ҫулталӑк учителӗ», «Самый классный классный», «Ҫулталӑк воспитателӗ», «Тӑван чӗлхепе литературин чи лайӑх учителӗ», «Социаллӑ педагог» конкурссен призерӗсемпе ҫӗнтерӳҫисене сцена ҫине йыхравларӗҫ.
«Ҫулталӑк учителӗ — 2025» конкурсра Зиля Велиахметова, Татьяна Соловьева, Лариса Хораськина палӑрнӑ. «Самый классный классный» конкурсра Галина Волкова 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ, Альфинур Сайфуллова — 2-мӗш, Равиля Ямальтдинова 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Альбина Матроскина, Любовь Оленева, Ильсеяр Акшова «Ҫулталӑк воспитателӗ» конкурсра палӑрнӑ. «Тӑван чӗлхепе литературин чи лайӑх учителӗ» конкурсра Альмира Зарифзянова — чи маттурри. Надежда Кашина, Фирдания Галяветдинова, Эндже Гайзатуллина призер пулса тӑнӑ.
Шкул ачисен пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин регион шайӗнчи тапхӑрӗн призерӗсене хатӗрленӗ учительсене сертификатсем парса саламларӗҫ.
Ҫак кун учительсемпе воспитательсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем ячӗпе нумай ӑшӑ сӑмах янӑрарӗ, пуҫтарӑннисем чаплӑ концерт курса савӑнчӗҫ.
Алевтина Ефремова.

