Вторник, 13 октября

Пахча ҫимӗҫ типӗтеҫҫӗ, яшка хатӗрлеҫҫӗ

Пахча ҫимӗҫ типӗтеҫҫӗ, яшка хатӗрлеҫҫӗ

«Надежный тыл Полевосундырского ТО» ушкӑн волонтерӗсем пур ӗҫре те хастар. Вӗсем салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас енӗпе  маттур ӗҫлеҫҫӗ. Нумаях пулмасть вара вӗсем тата тепӗр ҫӗнӗ ӗҫе пикеннӗ.  Волонтерсем салтаксем валли наччасрах пиҫекен яшка хатӗрлеме тытӑннӑ. Пахча ҫимӗҫсене малтан пӗтӗмпех пӗҫереҫҫӗ, кайран ӑна ятарласа типӗтеҫҫӗ. Унтан вара наччас пӗҫерсе ҫимелли яшкана пӗчӗк пакетсене  пуҫтараҫҫӗ.  Яшка пӗҫерсе ҫиме пахча ҫимӗҫ типӗтме Евгений   Ефремов волонтер шухӑш панӑ. Ӑна ыттисем ырласа йышӑннӑ. Ҫавна май Ефремовсем: Ольгӑпа Евгений  тӳрех ӗҫе пикеннӗ. Паянхи куна вӗсем 200  ытла пакет яшка хатӗрлеме те ӗлкӗрнӗ. Салтаксем валли борщ, купӑста, пӑрҫа яшки пур. Вӗсем ҫитес вӑхӑтра салтаксем патне ҫитмелле.  Сивӗ вӑхӑтра вӗри яшка чуна ӑшӑтатех тесе шутлаҫҫӗ волонтерсем.

Алевтина АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *