Вторник, 13 октября

Телей кӳрекен юрату

(Малалли. Пуҫламӑш.  17, 24—33-мӗш  номерсенче).

Паллах, сирĕн мăшăрăр кун çинчен нимĕн те пĕлмест. Эпир ăна çăмăл чирпе чирленĕ тесе пĕлтертĕмĕр. Вăл çакна ĕненет. Паллах, эсир кун çинчен ăна пĕлтермессе шанса тăратпăр. Мĕн май килнĕ таран сирĕн ăна уяс пулать. Ĕçсе тăмалли эмелĕсене эпир тухнă чухне парса ярăпăр, çапах та вĕсене сирĕн туянса тăрасах пулать. Эмелĕсем питĕ хаклă. Çавăнпа чирлисем малтанах, больницăран тухсанах, вĕсене ĕçме пăрахаççĕ. Çакă вĕсен пурнăçĕнче нумай чухне питĕ пысăк сиен кӳрет. Каярах, йывăрланса çитсен, тытăнаççĕ, ун чухне вара кая юлнă. Сирĕн мăшăрăр питĕ çамрăк-ха. Темшĕн юлашки вăхăтра çак чир те çамрăкланчĕ. Çавăнпа питĕ шел çамрăксене, питĕ шел.

Пĕр сăмах чĕнмесĕр, тĕрĕссипе, сывлăш çавăраймасăр, итлесе ларчĕ Алик врач сăмахне. Итлесе ларчĕ-ши вăл? Çук, итлесе те мар, чукмарпа пуçран тӳнккенине чăтса ларчĕ пулĕ вăл.

Кама калать врач сăмахĕсене? Алика е урăх çынна? Кам пирки калать вăл? Алиса çинчен-и?

— Тен, эсир йăнăшатăр? Алиса çамрăк вĕт. Вăл ун пек йывăр чирпе чирлеме пултараймасть.

— Çамрăк çыннăм, тин çеç каларăм вĕт, юлашки вăхăтра çак чирпе çамрăксем те чирлеççĕ. Çапах та хуçăлса ӳкмех кирлĕ мар. Сирĕн мăшăрăр çамрăк-ха, тен, малашне унран сывалмалли эмел те шутласа тупĕç. Çавăнпа та сирĕн ăна мĕн май килнĕ таран упрама тăрăшмалла. Эпир те сире вăй çитнĕ таран пулăшăпăр. Халь арăмăр çинчен тĕрĕсне пĕлтĕр, пирĕн калаçу иксĕмĕр хушăмăрта çеç юласса шанса тăратăп.

Алик тухтăр патĕнчен епле тухнине те, арăмĕпе курса калаçмасăрах больницăран кайнине те астумасть.

Паркри тенкел çинче мĕн вăхăт ларнă вăл — шăннипе тăна кĕчĕ. Каç енне кайнă иккен. «Çук, капла сӳсленсех кайма юрамасть. Эпĕ арçын вĕт. Çитменнине, килте икĕ ача мана кĕтеççĕ. Тата Алиса мĕн шутларĕ-ши эпĕ пыманнипе, пыратăп тесе каларăм-çке эпĕ ăна», — çакăн пек шухăшласа ура çине тăчĕ арçын.

Килне çитсен хĕрĕ ашшĕ сӳрĕккине çийĕнчех асăрхарĕ.

— Аннепе нимĕн те пулман-тăр? — ыйтрĕ тӳрех ашшĕнчен.

— Çук-çке, ма ун пек ыйтатăн? Больницăран шăнкăравламарĕç-и?

— Сăну шурса кайнă, çитменнине, каçа юлса килтĕн, аннене мĕн те пулин пулман-ши терĕм.

Улттăмĕш класа каякан хĕрача çапла туйма пултарни Алика пăлхантарсах ячĕ. Ытла час çитĕнмерĕ-ши унăн хĕрĕ? Е амăшĕ час-часах чирлеме тытăнни çапла пăлхантарать ăна та.

Врач каланă сăмахсене асра тытрĕ ашшĕ. Ачисене нимĕн те каламарĕ вăл. Ĕçре ывăнни çине ячĕ те килти ĕçсене тирпейлерĕ. Арăмĕ больницăна выртнăранпа япала та çуман-çке. Катьăпа иккĕшĕ япаласене тирпейлерĕç. Юрать хĕрне арăмĕ пĕчĕкренех хăй тăвакан ĕçсене хăнăхтарнă. Саша та вĕсем патне пырса çапăнкаларĕ. Катя вăрçса пăрахрĕ те — хăйĕн пӳлĕмне кайса ларчĕ.

Ĕçсене пĕтернĕ хыççăн ачисене апатлантарчĕ те телевизор пăхатăп тесе диван çине выртрĕ. Çук, телевизор пăхма мар, шухăш çыххине салтма тесе шăпланчĕ вăл.

Мĕнрен пуçламалла-ши çĕнĕ пурнăçа?

«Нивушлĕ нимĕнле эмел те, меслет те çук çак чиртен сывалма? Çамрăк организм кĕрешмесĕр парăнмастех ку чире. Алиса пĕччен мар вĕт, эпĕ пур, ачасем… Тен, ют çĕр-шывсенче сыватаççĕ кун пек чиртен. Ыран ыйткаласа пăхăп, калаçса пăхăп…» Укçа кирлĕ пулсан икшер, виçшер ĕçре ĕçлеме хатĕр вăл. Тульккăш арăмне çеç лайăх пултăр.

Тепĕр кунне ĕçрен тухсанах больницăна çул тытрĕ. Алисăн хаваслă сăнне курсанах пĕрре те çак хăрушă чирпе чирленĕн туйăнмарĕ. Врачсем йăнăшни те пулать-çке?

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *