Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗ Ахмет ялӗн историне паллӑ пулӑмпа кӗрсе юлать — ҫак кун яла тинех «сенкер ҫулӑм» ҫитрӗ. «Газпром газораспределение Чебоксары» специалисчӗсем 4,2 километра тӑсӑлакан газ пӑрӑхне ӗҫе кӗртсе ял ҫыннисен пурнӑҫне хӑтлӑрах тӑвассине пысӑк тӳпе хыврӗҫ.
Ҫак савӑнӑҫлӑ пулӑмпа Ахмет ялӗнче пурӑнакансене ЧР строительство, архитектура, ҫурт-йӗр- пе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ М.В.Михайлов, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» АО генеральнӑй директорӗ А.А.Бусыгин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин тата округри Обществӑлла палатӑн председателӗ К.С.Мифтахутдинов ӑшшӑн саламларӗҫ. Александр Бусыгин хӑйӗн сӑмахӗнче ҫак проекта пурнӑҫа кӗртессинче ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионти ялсене газ кӗртесси ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑрни пысӑк витӗм кӳни ҫинчен каларӗ. Вӑл ҫак паллӑ пулӑм ял ҫыннисен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстернипе ҫеҫ мар, вырӑнти хуҫалӑхсене аталанма ҫӗнӗ майсем туса панине палӑртрӗ.
Чи малтанах «сенкер ҫулӑма» ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Ринат Зиатдиновӑн хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарчӗҫ. «Ахмет ялӗнче пурӑнакан пур ҫынсен ячӗпе Раҫҫей Президентне В.В.Путина, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне О.А.Николаева, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхне Н.Н.Раськина пирӗн округра, республикӑра газ кӗртес енӗпе пысӑк ӗҫ пурнӑҫланӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Ку, паллах, пирӗн пурнӑҫ пахалӑхӗ ҫине пысӑк витӗм кӳрет. Пурне те пысӑк тав!» — пытармарӗ савӑнӑҫне кил хуҫи Гюзель Зиатдинова.
Пурӗ ҫӗнӗ пӑрӑхсем 28 хуҫалӑха газпа усӑ курма май параҫҫӗ. Догазификаци программипе газ кӗртес текенсенчен малалла заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ.
«Пирӗн регионта ытларах та ытларах ҫынсем Президентӑн догазификаци программипе килӗ- шӳллӗн хӑйсен хуҫалӑхӗсене газпа ҫыхӑнтарма майсем тупаҫҫӗ. Паянхи куна республикӑра газ кӗртме 10,7 пин заявка йышӑннӑ, 9,6 пин кил хуҫалӑхне газпа сыпӑнтарма май туса панӑ — «сенкер ҫулӑма» ҫӗр участокӗ патне илсе пынӑ. 8,1 пин ҫемье вара газпа усӑ курма пуҫланӑ та», — палӑртрӗ Александр Бусыгин.
Наталья КАЛАШНИКОВА.

