Ҫанталӑк ҫумӑрланчӗ пулсан та пирӗн ял хуҫалӑх организацийӗсем алӑ усса лармаҫҫӗ. Уяр кун пулсанах вӗсем хире тухса вырма ӗҫӗсене малалла тӑсаҫҫӗ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхсем пӗтӗм тыр-пула пуҫтарса кӗртме ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ.
Акӑ, Орешкинан, Кузнецовӑн, Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗсенче, «Пайгас», «Рассвет» ЯХПКсенче тата «Искра» колхозра вырма ӗҫӗсене вӗҫленӗ.
Хальхи вӑхӑт тӗлне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 5986 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ те. Ку вӑл планпа палӑртнин 48, 3 проценчӗ.
Пӗтӗмпе 22362 тонна тырӑ пӳл-месене кӗнӗ, вӑтам тухӑҫ кашни гектартан — 37, 4 центнер.
Пӗлтӗрхи кӑтартусене пӑхас пулсан, ҫак вӑхӑт тӗлне 15600 тонна тырра 5200 гектар ҫинчен пуҫтарса кӗртнӗ пулнӑ. Вӑтам тухӑҫ 30 центнерпа танлашнӑ. Куратпӑр ӗнтӗ, кӑҫалхи ӗҫсем чылай хӑвӑртрах пыраҫҫӗ, тухӑҫ та савӑнтарать. Ку, паллах, пирӗн аграрисем пӗлсе тата тӑрӑшса вӑй хунипе ҫыхӑннӑ.
Малалла та вырма ӗҫӗсем ӑнӑҫлӑн пырасса, ҫӑвӗпе ҫитӗнтернӗ тухӑҫа тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртессе шансах тӑратпӑр.
Минзаит Зайнуллин.

