Ялсенче халь 20-30 ҫул каяллахи пек пылчӑк ҫӑрӑлмасть. Кашни урама тенӗ пекех чул сарнӑ, ялсем патне асфальт ҫулсем кӗреҫҫӗ. Апла пулин те, ҫулсене ҫӗнетес, йӗркере тытса пырас ӗҫсем чарӑнмаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра та округра ҫул-йӗр инфраструктурине лайӑхлатас енӗпе тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫлаҫҫӗ. Акӑ, Тутар Шурут ялӗнче ҫӗнӗ ҫул тӑвас ӗҫе пуҫланӑ. Унта «Эльбрус» ООО ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ.
3 километр ытла тӑсӑлакан ҫӗнӗ асфальт ҫул ҫынсене ҫуран та, транспортпа та меллӗн ҫӳреме май парӗ. Ку проекта пурнӑҫа кӗртме пурӗ 12 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Подряд организацийӗ ӗҫсене вӑхӑтра вӗҫлеме шантарать.

