Округра август уйӑхӗнче пыл фестивалӗ ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗ Кӑҫал вӑл Комсомольски округӗн администрацийӗн ҫурчӗ умӗнчи лаптӑкра августӑн 12-мӗшӗнче пулчӗ. «Пыл ҫӑтмахӗ» ят панӑ уявра вӗлле хурчӗ тытакансем хӑйсен утарӗсенчен илсе килнӗ пыла тутанса пӑхма сӗнчӗҫ, хурт-хӑмӑртан хатӗрленӗ ытти продукципе суту-илӳ турӗҫ.
Яланхи пекех фестивальте Кӗҫӗн Каҫал ялӗнчи Николай Пурлушкинпа ывӑлӗ Леонтий, Хирти Енелти Мария Пильщикова, Хирти Мӑнтӑрти Герман Крылов, Тури Тимӗрчкассинчи Алексей Степанов, Асанкассинчи Римма Яковлева хӑйсен хуҫалӑхӗсенче туса илнӗ пылак ҫимӗҫпе паллаштарчӗҫ. Округра вӗсене аван пӗлеҫҫӗ, вӗсен утарӗнчи ҫимӗҫе тутанса та курнӑ. Савӑнпа та вӗсен пылне туянакансем те йышлӑ пулчӗҫ. Ульяновск облаҫӗнчи Виктор Савуков пирӗн округри фестивале кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут хутшӑнать.
Уява хаваслӑ ирттернине палӑртать. Пирӗн округри кашни ялтах хурт-хӑмӑр тытакансем пур. Малашнехи ҫакӑн пек фестивальсене вӗсем те хастартарах хутшӑнасса шанас килет.
Фестивале килнисене округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене тирпей- илем кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ Альберт Кузьмин саламларӗ. Хирти Мӑнтӑрти хурт-хӑмӑрҫӑ Герман Крылов та хӑй сӑмахӗнче кунта килнӗшӗн халӑха тав турӗ, пахалӑхлӑ пыл туянма сӗнчӗ.
Уява хутшӑнакансене «Каҫал» халӑх фольклор ансамбльне ҫӳрекенсем савӑк юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ. Хамӑр ентеш, чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗ Виктор Шамбулин та илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗ.
Фестиваль пуриншӗн те усӑллӑ та хаваслӑ иртрӗ .
Юрий Гаврилов.

