Вӑрӑ вӑрлать те йӗрӗ юлать: пушар тухсан ним те хӑвармасть: тенӗ ӗлӗкех ваттисем. Иртнӗ эрнере Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче «хӗрлӗ автан» алхаснӑ: Шуряшкинсен кил-ҫуртне вӑйлах сиенленӗ.
Чӑвашсем инкеке лекнӗ ҫынсене нихӑҫан та пулӑшусӑр хӑварман: пӗрле пуҫтарӑнса алӑ панӑ, ҫӗнӗрен ура ҫине тӑма пулӑшнӑ. Паян кун та ҫак ырӑ йӑла ялсенче упранса юлни савӑнтарать.
Вулаканӑмӑрсем, шар курнӑ ҫемьене пулӑшас тесен ҫак номерпе: 8-937-374-33-96 (Любовь Васильевна Ш.) укҫа-тенкӗ куҫарса пама пултаратӑр. Хӑҫан тата ӑҫта вут тухасса маларах пӗлсе тӑма ҫук, инкеке лекнисене хӑйсен хуйхипе тӑр-пӗччен хӑварар мар.

