Воскресенье, 7 декабря

Сывлӑха ҫирӗплетеҫҫӗ,  хавхалантарса пыраҫҫӗ

Сывлӑха ҫирӗплетеҫҫӗ,  хавхалантарса пыраҫҫӗ

Пирӗн тӑрӑхра спорт енӗпе республика, ҫӗршыв, тӗнче шайӗнче пысӑк кӑтартусем тунӑ ҫынсем чылайӑн ҫуралса \снӗ. В.Воронков йӗлтӗр спорчӗ енӗпе Олимп чемпионӗ, Вера Чернова йӗлтӗрпе чупса, Зоя Ефремова  велоспортпа СССР чемпионӗ пулса тӑнӑ. Ун пек ҫитӗн\семпе палӑрнӑ ентешсене татах та асӑнма пулать. Вӗсен \сӗмӗсем паянхи кун ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Ачасем шкула кайичченех спорта юратчӑр тесе ача сачӗсенчех ӗҫлеме пуҫлани савӑнтарать.  Вӗсем «Веселые старты», «Лыжня России» тата ытти  ӑмӑртусене хутшӑнса спортра пӗрремӗш утӑмсем тӑваҫҫӗ. Шкулсенче вара вӗсемпе пултаруллӑ физкультура учителӗсем ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ. Асанкасси вӑтам шкулӗнчи Г.Н.Петухов, Александровка тата Хырай ,нел вӑтам шкулӗсенчи Т.И.Волкова, В.Ф.Волков, Кӗҫӗн Ҫӗрп\ел вӑтам шкулӗнчи Р.В.Сапожникова, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи В.И.Плешков, Шурут вӑтам шкулӗнчи В.М.Гаврилов, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи А.Ф.Мамуткинпа В.П.Автономов, 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи В.А.Николаев тата ытти шкулсенчи вӗрентекенсем нумай ҫул ачасене физкультурӑпа спорта юратма хӑнӑхтараҫҫӗ. Комсомольски 2-мӗш шкулӗн вӗренекенӗсем А.А.Тихонов вӗрентекен хӑнӑхтарусем ирттернипе темиҫе ҫул ӗнтӗ округра «Орленок» тата «Зарница» ҫарпа спорт ӑмӑртӑвӗсенче мала тухса республикӑри тупӑшусене хутшӑнаҫҫӗ. Н.С.Сахров тренер хатӗрленӗ ачасем  триатлон тата акватлон  енӗпе Раҫҫей шайӗнче ӑмӑртса лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Унӑн воспитанникӗ Кирилл Кузьмин триатлон енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне тултарчӗ. Округра вӗренекенсем хушшинче армрестлинг енӗпе 11 ача 1-мӗш разряд нормативне пурнӑҫлама пултарнӑ. Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем те тӗрлӗ ӑмӑртусенче тӑтӑшах ҫӗнтер\ҫӗсен йышне кӗреҫҫӗ.  Эльвира Демьянова Атӑлҫи федераллӑ округра иртнӗ ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗнче 72 килограмм таранхи виҫере 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Никита Захаров ҫак спорт енӗпе республика чемпионатӗнче мала тухрӗ. Ҫӑмӑл атлетика енӗпе Карина Ильина, Ярослав Кокорев тата ыттисем  те республикӑри ӑмӑртусенче палӑрчӗҫ. Салих Сахров та триатлон енӗпе тунӑ ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанма пултарать.   Айша Тухфетуллинана ҫамрӑксен Чӑваш енӗн пӗрлештернӗ волейбол командине кӗртнӗ. Шкул волейбол лигинче ӑмӑртса арҫын ачасен Асанкасси вӑтам шкулӗн, хӗрачасен Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн командисем республика шайӗнче те палӑрчӗҫ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи спортсменсем «КЭС-баскет» лигӑра ӑмӑртса  ҫитӗн\сем турӗҫ.  Пултаруллӑ спортсменсем малалла та ӑсталӑха туптаҫҫӗ. Семен Семенов тата Антон Биктимиров ҫамрӑксем хушшинче ҫӑмӑл атлетикӑпа ирттерекен ӑмӑртусенче Раҫҫей шайӗнче те палӑрчӗҫ.

«Спорт — пурнӑҫ норми» девиза тӗпе хурса вӗренекенсем ҫеҫ мар, вӗрентекенсем те, ӗҫ коллективӗсенче вӑй хуракансем те ГТО спорт нормативне тултарас тесе тӑрӑшнине палӑртмалла. Пирӗн округ ку енӗпе республикӑра  юлашки ҫулсенче малтанхи виҫӗ вырӑнтан чакман.

Нумаях пулмасть ГТО нормативне кӗрекен спорт енӗсемпе ҫемье фестивальне йӗркелерӗмӗр. Унта ашшӗ-амӑшӗ тата ачасем хаваспах хутшӑнчӗҫ.

Пирӗн округра ытларах йӗлтӗрпе чупасси, ҫӑмӑл атлетика, футбол, волейбол, ирӗклӗ майпа кӗрешесси, армрестлинг, шашка, сӗтелҫи теннисӗ спорт енӗсем сарӑлнӑ. Паллӑ ҫынсене халалласа йӗлтӗр спорчӗпе Вера Чернова, Владимир Воронков, ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе Совет Союзӗн Геройӗ Федор Чернов, ҫак спорт енне пирӗн тӑрӑхра пуҫарса яракан Петр Матросов, волейбол енӗпе Владислав Ильин вице-адмирал, Елена Петрейкина, ҫӑмӑл атлетикӑн виҫӗ енӗпе пӗртӑван Зубаревсем, шашкӑпа Сергей Зайцев, Нина Степанова ячӗсемпе турнирсемпе ӑмӑртусем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Юлашки ҫулсенче ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑррӑн пуҫ хунӑ  Владимир Жукова асӑнса ирттерекен мини-футбол,  Геннадий Павлов ячӗпе йӗркелекен ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирӗсем республикӑри спорт тусӗсене те пуҫтараҫҫӗ.  Ялсенче те  спорт ӑмӑртӑвӗсем тӑтӑшах пулаҫҫӗ.

Ҫамрӑксене хавхалантарса тӗслӗх парса пыракансем — пирӗн ветерансем. Вӗсене час-часах спорт площадкисенче, йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче курма пулать. Акӑ, З.Тимаев, В.Калашников, В.Лаврушкин ҫулсеренех йӗлтӗр спорчӗпе республикӑра тата ун тулашӗнче  иртекен пысӑк ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ. Хутшӑнаҫҫӗ ҫеҫ мар, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. В.И.Пундяков тӑрӑшнипе пирӗн округ команди Пенсионерсен союзӗ ирттерекен республикӑри спартакиадӑра ӑнӑҫлӑ ӑмӑртать. Унта Т.И.Волкова, В.Ф.Волков, Г.М.Гаврилова,  В.М.Гаврилов, Е.П.Васильева, А.П.Самаркин, Г.Н.Волкова, Р.В.Сапожникова яланах малти вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ. Вӗсемех округри ытти ӑмӑртусенче те хастар.

Паянхи кун пирӗн пурнӑҫа ИТ технологи анлӑн кӗрсе пырать. Ҫак енӗпе спорт ӑмӑртӑвӗсем те йӗркелеҫҫӗ. Округра пурӑнакансем  вӗсене хастар хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекен Даниил Тарасов П.В.Родионов вӗрентекен хатӗрленипе компьютер спорчӗпе республикӑри ӑмӑртура мала тухса Мускавра тупӑшрӗ, унта 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.  Компьютер спорчӗ енӗпех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем хушшинче республикӑра иртнӗ спартакиадӑра  Дмитрий Никитин 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарас, сывлӑхӗсене ҫирӗплетес енӗпе Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Унта ҫамрӑксене те, аслӑрах ҫулхисене те спорт хӑнӑхӑвӗсем ирттерме кирлӗ условисем пур, унта округри тупӑшусем ҫеҫ мар, республика пӗлтерӗшлӗ ӑмӑртусем те иртеҫҫӗ. Спорт комплексӗнче ачасемпе ҫамрӑксене хӑнӑхтарусем ирттерме  спортӑн 14 енӗпе секцисем уҫнӑ. Вӗсене ҫ\рекенсен йышӗ \ссех пырать, спортсменсемпе опытлӑ тренерсем ӗҫлеҫҫӗ. Округри  пур шкулсенчи ачасем те  икӗ эрнере пӗр хутчен кунти бассейна ҫитсе шывра хӑнӑхусем ирттереҫҫӗ. Ҫу кунӗсенче ачасен канӑвне усӑллӑ та интереслӗ ирттерес тӗлӗшпе кӑҫал «Дворовый тренер» проект ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Тренерсем пулӑшнипе ачасем ҫуллахи спорт енӗсемпе тренировкӑсем ирттереҫҫӗ, ӑмӑртусенче тупӑшаҫҫӗ.

 Анлӑ сарӑлнӑ спорт енӗсемпе пӗрлех ытти енсене те аталантарма тӑрӑшатпӑр. «Самбо в школу», «Кӗреш\» наци кӗрешӗвӗн секцийӗсене ҫ\рекенсем пӗрремӗш ҫитӗн\сем тӑваҫҫӗ.  Акӑ, май уйӑхӗнче Шупашкарта  «Кӗреш\» наци кӗрешӗвӗпе иртнӗ ӑмӑртура округ команди 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Округра кӑҫал 6-мӗш хут «100 километров — Потому чТо мы вместе» велочупу иртрӗ. Унта Раҫҫейри 30 яхӑн регионтан велосипед спортне юратакансем хутшӑнчӗҫ. Ҫакӑ ку спорт енне аталантарас енӗпе те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Ялсенче пурӑнакан ҫынсене физкультурӑпа спорт патне туртӑнма хавхалантарас тӗлӗшпе кӑҫал округри территори уйрӑмӗсем хушшинче спартакиада йӗркелерӗмӗр. Спорт сывлӑх ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнине халӑх ӑнлантӑр, спортзалсемпе площадкӑсем патне туртӑнтӑр тесе тренерсемпе преподавательсем малашне те тӑрӑшӗҫ.

Округра пурӑнакан спорт тусӗсене Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлатпӑр. Ҫирӗп сывлӑхпа, вӑй-халпа пӗрлех  ӑмӑртусенче ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫра та ӑнӑҫусем сунатпӑр. Спорт ҫынсене хӑйӗн патне туртса ҫывӑхлаттӑр, туслаштартӑр, сывлӑхӗсене ҫирӗплеттӗр.

Петр Порядков,

«Кӗтне ФСК» директорӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх

пурнӑҫлаканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *