Пирӗн округра пурӑнакансем хушшинче Тинӗс-Ҫар флотӗнче службӑра тӑнисем сахал мар. Вӗсем ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха таврӑнса тӗрлӗ отрасельте тӑрӑшса ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Вӗсенчен пӗри — Асанкасси ялӗнче пурӑнакан А.М.Чижиков.
Ялти шкула пӗтерсен Анатолие 1977 ҫулта ҫара илеҫҫӗ. Ӑна Владивосток ҫывӑхӗнчи хулана артиллеристсен тинӗс шкулне вӗренме яраҫҫӗ. Унтан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн «Дмитрий Пожарский» крейсер ҫине илсе каяҫҫӗ. Кайран пултаруллӑ матроса «Александр Суворов» крейсер ҫине куҫараҫҫӗ. Ҫар карапӗн историйӗ те пуян пулнӑ. Ӑна 1951 ҫулта Ленинградра стапель ҫине лартнӑ, 1953 ҫулта шыва антарнӑ. Тепӗр ҫул Балтика флочӗн йышне кӗртнӗ. Крейсер вӑрӑмӑшӗ 210 метр, ҫӳллӗшӗ кильтен пуҫласа клотик таран 55 метр. Экипажра малтан 1200, модернизациленӗ хыҫҫӑн 900 ҫын пулнӑ. 1956 ҫулта крейсер Англири Портсмутра тинӗс ҫар парадне хутшӑннӑ. 1957 ҫулта вӑл ҫурҫӗрти тинӗссем урлӑ Владивостока ҫитет, Лӑпкӑ океан флочӗн йышне кӗрет. Кунта ӑна 1967 ҫулччен консервацине лартаҫҫӗ. 1968 ҫулта вара каллех строя тӑратаҫҫӗ. 1971—1961 ҫулсенче «Александр Суворов» Инди океанӗнчи 10-мӗш оперативлӑ эскадра йышӗнче пулнӑ. Правительство заданийӗсене пурнӑҫласа ҫав ҫулсенче тӑтӑшах инҫе ишеве тухнӑ. Вӑл Инди, Мозамбик, Сомали, Маврикий, Шри-Ланка, Кӑнтӑр Йемен, Вьетнам ҫӗршывӗсенче пулнӑ. Инҫетри походсем яланах Корея проливӗнчен иртсен Цусимӑран пуҫланнӑ. Кунта Яппун вӑрҫи вӑхӑтӗнче 1904—1905 ҫулсенче тинӗсри пысӑк ҫапӑҫусем пулнӑ. Унта пуҫ хунӑ моряксене асӑнса чечек кӑшӑлӗсем антарнӑ. Тепӗр чарӑну ҫӗр экваторӗнчен иртсен пулнӑ. Палуба ҫине ятарласа вырнаҫтарнӑ купельте шыва кӗртсе ҫамрӑк ҫар ҫыннисене моряксен йышне кӗртнӗ. Тайвань проливӗнчен иртсен моряксемшӗн канӑҫсӑр кунсем пуҫланнӑ. США авианосецӗсем ҫинчен самолетсем кунӗн-ҫӗрӗн вӗҫнӗ. Экипажа пӗрре мар тревогӑпа ҫӗкленӗ. Кунти тӑрӑхра ҫанталӑк питӗ шӑрӑх тӑрать, нихӑҫан та хӗлле пулмасть. Ҫавӑнпа та экипаж членӗсем ятарлӑ тумпа ҫӳренӗ. Походсем темиҫе уйӑха тӑсӑлнӑ. «Александр Суворов» крейсер ҫинче кирек хӑш тапхӑрта та чӑвашсем службӑра тӑнӑ. Анатолий Чижиков глав старшинапа пӗрлех унта тепӗр ентеш Кӗҫӗн Каҫал каччи Николай Браницын (вӑл та глав старшина) службӑра тӑнӑ.
Анатолий Михайлович 2-мӗш артиллери дивизионӗн 1-мӗш батарейинче службӑра пулнӑ. Хӑйне вӑл пур енӗпе те лайӑх енчен кӑтартнӑ. Командирсем хушнӑ приказсене пахалӑхлӑ та вӑхӑтра пурнӑҫланӑ. Унӑн сӑн ӳкерчӗкне «Красная звезда» хаҫатра та пичетленӗ. Лайӑх службӑшӑн «Тинӗс ҫар отличникӗ» паллӑпа наградӑланӑ. Вӑл тивӗҫнӗ «За дальний поход» жетон «,ҫ ветеранӗ» ята та илме май панӑ.
Ҫартан таврӑнсан Анатолий Михайлович «Восток» тата «Асаново» хуҫалӑхсенче механизаторта тӑрӑшнӑ. 45 ҫул хушшинче вӑл ӗҫлемен хирсем асӑннӑ хуҫалӑхсенче юлман та пулӗ. Техникӑпа яланах юсавлӑ ӗҫленӗ. Хастарлӑхпа пултаруллӑхшӑн чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Мӑшӑрӗпе 3 ача ҫитӗнтернӗ, воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Тивӗҫлӗ канура пулсан та ахаль лармасть, килти хуҫалӑхра тӑрмашать.
«Ҫарта ирттернӗ ҫулсем нихӑҫан та манӑҫмаҫҫӗ», — тет Анатолий.
Округа Тинӗс ҫар флотӗнче службӑра тӑнисем «Морское братство» обществӑлла организацин вырӑнти уйрӑмӗн ӗҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Эпир тӑтӑшах пӗрле пуҫтарӑнатпӑр. Шкулсенче пулса вӗренекенсемпе тӗл пулатпӑр.
Евгений Орешкин,
«Морское братство» организацин округри
уйрӑмӗн председателӗ,
Николай Браницын.

