Ҫанталӑк уяр та янкӑр тӑнӑ вӑхӑтпа округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем туллин усӑ курма тӑрашаҫҫӗ. Вӗсем пикенсех выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Нумай тата пӗр ҫул ӳсекен курӑксене ҫулса паха утӑ хатӗрлеҫҫӗ, сенаж хываҫҫӗ.
Июлӗн 17-мӗшӗ тӗлне округри тӗрлӗ формӑллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсем 6524 тонна утӑ, 18742 тонна сенаж хатӗрленӗ. Ку енӗпе «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртмалла. Кунта пин тонна ытла сенаж, 500 тонна ытла утӑ янтӑланӑ.
Уй-хирсене сарӑ сӑн ҫапма пуҫларӗ. Апла пулсан кӗҫех ҫӗр ӗҫченӗсемшӗн хӗрӳ вӑхӑт, вырма пуҫланать. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче ӗҫҫине хутшӑнакан техникӑна пӑхса яраҫҫӗ. Йӗтемсемпе складсене, сушилкӑсене тырӑ йышӑнма тирпейлесе хатӗрлеҫҫӗ, тырӑ тасатакан агрегатсен юсавлӑхӗ пирки те тимлеҫҫӗ. Ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем ҫителӗклӗ таран турттарса хураҫҫӗ.
Округри хуҫалӑхсем мӗн акнине яланхи пек тӑкаксӑр та вӑхӑтра пуҫтарса кӗртессе шанма пулать.
Минзаит Зайнуллин.

