Вторник, 13 октября

Кинемей 95 ҫулта

Йӑлмахва ялӗнче пурӑнакан Раиса Васильевна Албутова ҫак кунсенче 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Хисеплӗ ветерана ҫуралнӑ кун ячӗпе  Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ Лина Афанасьева,  вырӑнти ветерансен канашӗн председателӗ Нина Смирнова, культура ӗҫченӗсем саламларӗҫ. Вӗсем РФ Президенчӗн салам ҫырӑвне, округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн Николай Раськин саламне илсе ҫитерчӗҫ, унпа пӗрлех парнепе  тата юрӑ-кӗвӗпе чысларӗҫ.

Раиса Васильевна Йӑлмахва ялӗнче ҫуралнӑ.  Хирти Мӑнтӑр шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫамрӑк хӗр Канашри вакунсем юсакан заводра вӑй хунӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл ялти фермӑра 20 ҫул ытла ӗҫленӗ. «Чи малтанах ӗнесене унтан ҫамрӑк пӑрусене пӑхрӑм. Самӑртмалли сыснасем патӗнче те чылай ҫул тӑрӑшрӑм.  Пӗрре те ӳркенмен, шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ ӗнтӗ», — тет иртнине аса илсе Раиса аппа.

Шел пулин те, пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен кинемейӗн. Мӑшӑрӗпе ывӑлӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ.  Апла пулин те пуҫа усман вӑл. Ӗҫпе йӑпаннӑ, ҫынсемпе хутшӑннӑ, тӑванӗсемпе савӑннӑ.

Ял ҫыннисем, тӑванӗсем Раиса Васильевнӑна ӑшӑ кӑмӑллӑ тата ырӑ  пулнӑран хисеплеҫҫӗ.  «Чунӗпе те вӑл ҫепӗҫ,  сас хӑпартса калаҫмасть, ҫынна ырӑ тӑвас тата пулӑшас тесе тӑрашть», — теҫҫӗ  кинемей  пирки Йӑлмахвасем.

Алевтина Мариян.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *