Вторник, 13 октября

Вӑйӑ юррисем шӑрантарнӑ, ял уявне паллӑ тунӑ

Вӑйӑ юррисем шӑрантарнӑ, ял уявне паллӑ тунӑ

Ҫӗнӗ Кипеҫ тата Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакансем хӑнасене чӑвашсен ырӑ йӑлипе ҫӑкӑр-тӑварпа, кӑпӑклӑ сӑрапа кӗтсе илнӗ. Ял уявне хӗрарӑмсемпе арҫынсем чӑваш халӑх тумӗсем тӑхӑнни илем кӳнӗ.   Питрав чӑвашсемшӗн чӑннипех те паллӑ пулӑмпа ҫыхӑннӑ. Ҫамрӑксем ӗлӗк ҫак кунран каҫхине вӑййа тухма пӑрахнӑ. Вӗсемшӗн хӗрӳ вӑхӑт, вырма пуҫланнӑ. Ҫавӑнпа та ӗҫе кӗрсе кайиччен  чун каниччен савӑннӑ.

Уяв кунӗнче Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакансем, хӑнасем чун-чӗререн хавасланма  пултарнӑ. Сцена ҫинче хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ шӑрантарнӑ, ачасем валли вӑйӑсем йӗркеленӗ.  Аслисем  тӗрлӗ тупӑшусенче хӑйсене тӗрӗсленӗ.

Пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.Г. Кузьмин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, Хирти Сӗнтӗр  территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Салмина, тата ытти хӑнасем саламласа пурнӑҫра  ӑнӑҫу суннӑ. Ялти пултаруллӑ ҫынсене тӗрлӗ наградӑсем панӑ.

Ҫӗнӗ Кипеҫри краеведени музейӗн заведующийӗ Г.И.Новикова ялсен историйӗ ҫинчен каласа паракан «Ял пурнӑҫӗ — сӑн ӳкерчӗк- сенче» фотовыставка йӗркеленӗ. Унта  ку тӑрӑхран тухнӑ паллӑ ҫынсем, ялти  хисеплӗ ветерансем, Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсенчи  паллӑ пулӑмсем сӑнланнӑ.

Ҫӗнӗ Кипеҫри художество пултаруллӑх коллективӗ, Комсомольскинчи «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ, уйрӑм юрӑҫсем халӑха юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Вӗсем ял ҫыннисемпе вӑйӑ юррисем юрласа карталанса ҫаврӑннӑ, уява татах та илем кӳнӗ.

Спорт ӑмӑртӑвӗсенчен ялсенчи ҫамрӑксем хушшинче мини-футбол енӗпе ӑмӑрту хӗрӳ иртнӗ. Кунта Хирти Сӗнтӗрти «Гигант»  команда мала тухнӑ. «Старшие» тата «Молодежь» командӑсем 2-мӗш тата 3-мӗш вырӑнсем йышӑннӑ.

Материалсене тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем тӑрӑх Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *