Вторник, 13 октября

Йышпа тӑрӑшсан ҫитӗнӳсем савӑнтараҫҫӗ

Йышпа тӑрӑшсан ҫитӗнӳсем савӑнтараҫҫӗ

Комсомольски райповӗ яланах хастарлӑхпа, ӗҫченлӗхпе палӑрса тӑнӑ. Кунти ӗҫченсем маттур та пултаруллӑ, ҫирӗп вӑй-халлӑ. Аслӑрах ҫулхисем кӑна мар, ҫамрӑксем те ӗҫре ҫивӗч. Вӗсем паха опытпа паллашса аталанаҫҫӗ. Ахальтен мар коллектив республикӑра иртекен конкурссене, уявсене хутшӑнать, ыттисен опычӗпе паллашать, ҫӗннине ӑша хывать, вырӑнта ӗҫе кӗртет. Паянхи кун-ҫул уттипе тан утма тӑрӑшать райпо. Вӗсен тӗллевӗ — халӑха тӗрлӗ таварпа туллин тивӗҫтересси, суту-илӳпе обществӑлла апатлану ҫурчӗсене, хатӗрлев комбинатне ҫӗнетесси, ҫӗнӗ производство комплексӗсем туянасси, автомашинӑпа техника паркне пуянлатасси. Пӗтӗмӗшле илсен,  яллӑ вырӑнсенче пурӑнакан ҫынсене куллен кирлӗ таварпа  вӑхӑтра тивӗҫтересси. Ҫакна пурнӑҫлама ялсенче суту-илӳ магазинӗсем ӗҫлеҫҫӗ, инҫерех вырнаҫнӑ ялсене ятарлӑ «Автолавкка» тухса ҫӳрет.   Вӗсенче тӑрӑшуллӑ, хӑйсен ӗҫне  пӗлсе пурнӑҫлакан ӗҫченсем вӑй хураҫҫӗ.  ,ҫченсем маттур пулни республика шайӗнче палӑрма май парать те. Тӗслӗхрен, райпо коллективӗ 2024 ҫулта аптека препарачӗсене сутас енӗпе 1-мӗш пулнӑ. Халӑхран ҫӗрулми, пахча ҫимӗҫ туянас енӗпе те вӗсем чи малта. Обществӑлла апатланӑва аталантарассипе тата ветеринари препарачӗсене сутассипе райпосем — иккӗмӗш.

«Ҫитӗнӳсем тӑвас тесен  пӗрле килӗштерсе ӗҫлеме,  тӗллевсем лартса вӗсем патне ӑнтӑлма пӗлмелле. Йышпа тӑрӑшни  ҫитӗнӳсем патне сукмак хывма май парать.  Аталанас, тавар туянакансен кӑмӑлне тивӗҫтерес тесе тӑрӑшатпӑр.  Сахал мар ӗҫ пурнӑҫлама вӑй ҫитеретпӗр. Пӗлтӗр эпир пурлӑхпа техника базине 45 миллион тенкӗлӗх пуянлатнӑ. Комплекслӑ программӑпа килӗшӳллӗн «Хозтовары» магазин ҫывӑхӗнче пысӑк склад турӑмӑр, Хырай ,нел ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкасси ялӗнчи лавккасене тӗпрен юсаса ҫӗнетрӗмӗр, ветеринари аптекинче юсав ӗҫӗсем пулчӗҫ. Ултӑ автомашина туянма вӑй ҫитертӗмӗр.   Малашне те плана кӗртнӗ ӗҫсене пурнӑҫласчӗ.

Пӗрле тӑрӑшсан эпир ума лартнӑ тӗллевсене ӗҫе кӗртме  пултарӑпӑр.  Аталану ҫулӗпе ӗҫченсемпе  пӗрле утасчӗ», — пӗтӗмлетрӗ сӑмаха райпо правленийӗн председателӗ Светлана Грачева.

Палӑртса хӑварма кӑмӑллӑ. Паянхи кун райпо коллективӗ округри суту-илӗве аталантарнипе пӗрлех, Елчӗк тата Шӑмӑршӑ округӗсенчи кооперацие аталанма пулӑшать. Ҫавна май пурнӑҫламалли ӗҫ планӗ чӑннипех пысӑк тата пӗлтерӗшлӗ. Тунӑ ӗҫсемпе ҫеҫ чарӑнса тӑмаҫҫӗ коопераци ӗҫченӗсем, малашне тата та лайӑхрах ӗҫлес тӗллевпе малалла тинкереҫҫӗ.

Пӗлтӗр райпо коллективӗ «Торговая Чувашия» республикӑри конкурсра «Чи лайӑх мобиллӗ суту-илӳ объекчӗ» ята тивӗҫнӗ.

«Комбинат питания» ООО ирхи апат фестивальне хутшӑнса «Чӑвашсен ирхи апачӗ» номинацире  пӗрремӗш пулнӑ.

Чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗн «Вкусы Чувашии» фестивалӗнче — 2-мӗш вырӑнпа палӑрнӑ.

Олег Николаев,

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

«Чӑвашпотребсоюз хӑйӗн историйӗ пуҫланнӑ чухнех ял территорийӗсем ҫине ытларах шанӑҫ хунӑ. Шӑпах вӗсенче, 1500 ытла ялта, союзӑн тӗп ӗҫӗ пурнӑҫланать. Эсир республикӑри ялсенче пурӑнакансен 60 яхӑн процентне чи кирлӗ таварсемпе тивӗҫтеретӗр. Ҫак цифрӑсем хӑйсемшӗн хӑйсемех калаҫҫӗ: кашни иккӗмӗш яла пирӗн кооперативсем тухӑҫлӑн ӗҫлени витӗм кӳрет. Чи пысӑк ҫитӗнӳ вара — ял ҫыннисене пулӑшни. Кунсерен пирӗн автолавккасем республикӑн чи аякра вырнаҫнӑ кӗтесӗсене те кирлӗ апат-ҫимӗҫ илсе ҫитерсе пурнӑҫа хӑтлӑрах тӑваҫҫӗ». 

Алевтина ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *