Ҫак кунсенче республикӑра 1-мӗш хут йӗркеленӗ ҫемьесен «Туриада—2025» фестивалӗнче пулса куртӑмӑр.
Фестивале муниципалитетран икӗ ҫемье хутшӑнчӗҫ. Пӗрисем эпир — Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Плеткинсем тата кӳр- шӗ ялти Хирти Сӗнтӗрте пурӑнакан Нестеровсен ҫемйи.
Фестиваль питӗ килӗшрӗ, тавра курӑма аталантарма чылай пулӑшрӗ ҫеҫ мар пирӗн ҫемьене татах та ҫывӑхлатрӗ. Хамран маттур юлташсем тупма та пултарнӑшӑн савӑнатӑп. Вӗсенчен пӗри — Дамир. Унпа тӗрлӗрен хаваслӑ вӑйӑсем вылярӑмӑр.
Атӑл хӗрринче палаткӑсем лартса ҫемьепе 3 кун пурӑнни мӗне тӑрать тата! Ӑна пуҫтарма вӗрентӗм. Палаткӑсенче тутлӑ ыйха путни те маншӑн пит интереслӗ пулчӗ. Ирхине вара кайӑксен уҫӑ юррисемпе вӑранаттӑмӑр. Катамаранпа та хаваслӑн ярӑнтӑмӑр, вылярӑмӑр, култӑмӑр. Мастер-классенче тӗрлӗ япаласем ӑсталама вӗрентемӗр.
Каҫсерен атте-аннепе тата юлташсемпе Атӑл хӗррипе киленсе ҫӳрерӗмӗр. Ҫут ҫанталӑка сӑнарӑмӑр. Мӗн тери чуна тыткӑнлать вӑл. Илемлӗ сӑн ӳкерчӗксем турӑмӑр. Спорт вӑййисене те хутшӑнтӑмӑр, «Веселые старты» вӑйӑ та пит хаваслӑ иртрӗ.
Хамӑр командӑпа пӗрле сцена ҫине тухса «Сансӑрах» илемлӗ юрӑ та шӑрантартӑмӑр. Пирӗн команда «Тритоны» ятлӑччӗ. Эпир унта Канашра пурӑнакан ҫемьпе пӗрле пултӑмӑр. Каҫсерен дискотекӑра савӑнтӑмӑр.
Атте-аннен тӗреклӗ ҫуначӗ айӗнче эпир нимрен шикленмерӗмӗр, савӑнса кантӑмӑр. Атӑл хӗрринче юмахсем вулани те кӑмӑла уҫрӗ. Ҫут ҫанталӑкра пӗҫернӗ апат мӗне тӑрать!
Фестивалӗн юлашки каҫӗнче вара алӑпа ӑсталаса тунӑ паруслӑ карапсем ҫине ҫуртасем ҫутса Атӑл тӑрӑх иштерсе ятӑмӑр.
«Ҫапла телейлӗ ҫулсен черечӗ сурпан тӗрри пек вӑрӑм та илемлӗ пултӑр. Кашни ҫӗнӗ куна тулли кӑмӑлпа ирттересчӗ», — тесе ӗмӗтлентӗмӗр. Паруслӑ карапсем Атӑл ҫийӗн ҫутатса малалла ишрӗҫ.
Фестивальтен тин ҫеҫ таврӑнтӑмӑр пулсассӑн та, ҫитес ҫул тата каяс ӗмӗтпе пурӑнатпӑр.
Арсений Плеткин.

