Вторник, 13 октября

Вӗренӳ программине ҫул уҫӑ

Вӗренӳ программине ҫул уҫӑ

Агрослетра «Агропродакшн» вӗренӳ программине старт панӑ.  Вӑл ял тематикине ҫутатакан ҫӗнӗ блогерсене валли. 

 «Шӑпах ҫакӑнта,  Чӑваш Енре, эпир яла юратакансемшӗн, ун ҫинчен каласа пама хатӗррисемшӗн  «Агропродакшн»  программӑна хута яратпӑр. Ҫамрӑксем  хӑйсен пӗчӗк тӑван ҫӗршывне юратнине  уйрӑм бренд туса хурса  ҫитӗнӳсем урлӑ ун пирки каласа пама пултараҫҫӗ»,  — тенӗ Раҫҫейри ял ҫамрӑкӗсен  союзӗн председателӗ Дмитрий Пекуровский чӑваш блогерӗсене унта  хутшӑнма чӗнсе.

Вӗренӳ программинче  практика заданийӗсем, эксперт анализӗсем,  онлайн-интенсивсем,  агроблогер-амбассадорсемпе паллашни,  пӗр-пӗринпе тата   федерацин тӗп аграри мероприятийӗсене хутшӑнасси пулӗ.   Программӑна хастар хутшӑнакансем Ленинград облаҫӗнче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри чемпиона та хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *