Ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва упрани ҫемье хаклӑхӗсене сыхласа хӑварма пулӑшать, ҫемьене тата та ҫирӗплетет. Аслисен пурнӑҫ опычӗпе паллашни ҫамрӑксене те кӑткӑс лару-тӑрусенче пулӑшать. Ҫакна тӗпе хурса Комсомольскинчи «Кӗмӗл ӳсӗм» центра ҫӳрекенсем час-часах ачасемпе тата ҫамрӑксемпе тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе хутшӑнса вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫӗ.
Майӑн 26-мӗшӗнче, Ачасене хӳтӗлемелли кун ҫывхарса пынӑ май, центрта Мӑнуксен кунӗ йӗркеленӗ. Асанне-кукамайсем мероприятие юратнӑ мӑнукӗсемпе пӗрле килнӗ. Икӗ ӑру ҫыннисем вӑхӑта усӑллӑ та интереслӗ ирттернӗ: Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн преподавателӗ Татьяна Иванова ертсе пынипе уҫӑ сывлӑшра зарядка тунӑ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем валли пурте пӗрле маскировка сеткисем ҫыхнӑ.
«Пӗрле тӗл пулса калаҫни, хутшӑнни — чи пахи», — палӑртнӑ «Кӗмӗл ӳсӗм» центра ҫӳрекенсем.
Наталья КАЛАШНИКОВА.

