Ачасемшӗн кӗҫех хаваслӑ ҫу кунӗсем пуҫланаҫҫӗ. Вӗсене ҫак вӑхӑтра усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ канма, сывлӑхӗсене ҫирӗплетме условисем туса парас тӗлӗшпе Чӑваш республикинче тӗплӗн хатӗрленнӗ.
Кӑҫал республикӑри ачасем хула ҫумӗсенчи 15 лагерьте канма пултараҫҫӗ. Пурӗ 63 смена пулӗ. Вӗсен шутӗнче «Воин» центрӑн ҫарпа патриотлӑ, «Орлята России», «Лидеры ученического самоуправления», «Навигаторы детства», «Движение первых» проектсен, «Авангард» центрӑн «Время побеждать» сменисем те пулӗҫ. ЧР ӗҫ министерствипе вӗрентӳ учрежденийӗсен килӗшӗвӗпе йӗркеленӗ 10 лагерь хӑй алӑкӗсене уҫӗ. Чӑваш Енре пурӗ 300 ытла шкул ҫумӗнчи сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьсем ӗҫлӗҫ. Унта 73 пин ача вӑхӑтне тӗрлӗ енлӗ канса ирттерӗ.
Пирӗн округра та шкулсем ҫумӗнчи 13 лагерь ачасене кӗтӗ. Вӗсенче 600 ытла ача валли интереслӗ ӗҫсемпе мероприятисем йӗркелеме палӑртнӑ.
Ачасен ҫуллахи канӑвӗ усӑллӑ та асра юлмалла, хӑрушсӑрлӑхсӑр ирттӗр.
(ХАМӐР ИНФ.).

