Пирӗн округри Киров поселокӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ хыҫҫӑн, 1948 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Хамӑр районти Нӗркеҫ, Хирти Сӗнтӗр, Хирти Ӗнел, Тӗвенеш тата Елчӗк районӗнчи ялсенчен кунта куҫса килнисем хушшинче хаяр вӑрҫӑра Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн ҫапӑҫнисем те пулнӑ. Чылайӑшӗн ҫывӑх ҫыннисем фронтра пуҫ хунӑ. Вӑрҫӑра вилнисен ячӗсене малтан пурӑннӑ ялсенчи палӑксем ҫинче палӑртнӑ-ха. Анчах та Киров поселокӗнче вӗсене палӑртнӑ ятарлӑ вырӑн пулман.
Кӑҫал Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май кунти пуҫаруллӑ ҫынсем, ял-йыш тӑрӑшнипе палӑк тума шутланӑ. Ӑна Ҫӗнтерӳ уявӗн кунӗ умӗн, майӑн 8-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Кӑҫал Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗсем пулнӑ май ку уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Палӑка уҫнӑ ҫӗре округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Александровка территори уйрӑмӗн начальникӗ Любовь Полякова, округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Александр Зайцев, ветерансем, шкул ачисем, поселок ҫыннисем хутшӑнчӗҫ. Митингра тухса калаҫакансем ку палӑк халӗ пурӑнакансене те, ҫитес ӑрӑва та вӗсен несӗлӗсен Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗ ҫинчен аса илтерсе тӑракан, Тӑван ҫӗршыва юратма, ӑна хӳтӗлеме хавхалантаракан вырӑн пулса тӑнине палӑртрӗҫ.
Палӑк умӗнчи хӑйӑва касма тыл ӗҫченӗ, поселокри хисеплӗ ҫын Николай Скворцов тивӗҫлӗ пулчӗ. Пуҫтарӑннисем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунисене асӑнса палӑк умне чечек ҫыххисем хучӗҫ.
Анатолий Краснов,
ял старости.

