Вторник, 13 октября

Асӑну хӑми ҫинче – 6 ят

Асӑну хӑми ҫинче – 6 ят

Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн округри ялсенче вӑрҫӑ паттӑрӗсене асӑнса нумай мероприяти йӗркелерӗҫ. Шурут ялӗнче те асра юлмалли пулӑм пулса иртрӗ — Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ летчик-ентешсен ячӗпе Асӑну хӑми уҫрӗҫ.

Йӑлмахва ялӗнче пурӑнакан Павел Зайцев (унӑн салтак ҫулӗсем шӑпах авиаципе ҫыхӑннӑ пулнӑ) тата Комсомольскинчи Валерий Павлов таврапӗлӳҫӗсем тӑрӑшнипе Шурут территори уйрӑмӗнче ҫуралса ӳснӗ 6 летчикӗн ятне уҫӑмлатма май килнӗ. Вӗсем: Антон Иванович Анисимов, Александр Михайлович Белкин, Климентий Иванович Коновалов, Егор Федотович Смирнов, Сергей Кузьмич Федоров тата Харитон Николаевич Улжусев. Шӑпах вӗсен ячӗсене Асӑну хӑми ҫине кӗртнӗ.

Территори уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Маштанов хӑйӗн сӑмахӗнче вӑрҫӑ паттӑрӗсене асра тытасси пирӗн тивӗҫ пулнине палӑртрӗ, пурне те мирлӗ тӳпе сунчӗ. Павел Зайцев фашистсем ҫине тӑхлан тӑкнӑ летчиксем Ҫӗнтерӗве пысӑк тӳпе хывни, вӗсен паттӑрлӑхне манӑҫа кӑлармалла марри ҫинчен каларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл шырав ӗҫӗсене мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен те пӗлтерчӗ. Округри нумай ялта Тӑван ҫӗршыва вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӳперен хӳтӗленӗ летчиксем пулнӑ. Таврапӗлӳҫӗсем тӗпчевсем ирттерсе, халӑхпа калаҫса вӗсен ячӗсене тупса палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май ытти территори уйрӑмӗсенче те ҫакнашкал Асӑну хӑмисем, тен, ҫывӑх вӑхӑтра уҫӑлӗҫ.

Паттӑр ентешсен ячӗсене манӑҫа кӑларманни, ачасене вӗсем ҫинчен каласа пани паянхи кун питӗ кирлӗ. Ҫакӑ чӑн-чӑн патриотсене ҫитӗнтерес ӗҫре пысӑк пулӑшу кӳрет.

Наталья Калашникова. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *