Апрелӗн 28-мӗшӗнче Комсомольскинчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн ӗҫченӗсем Асанкасси вӑтам шкулӗнче 9—11-мӗш классенче вӗренекенсемпе профориентаци тӗлпулӑвӗ ирттерсе тӗллевлӗ вӗренӳ ҫинчен калаҫнӑ.
Тӗллевлӗ вӗренӳ ӗҫ параканпа килӗшӳ ҫырса аслӑ е вӑтам професси вӗренӳ учрежденийӗнче ӑс пухма май парать. Кун пек чухне ӗҫ паракан студента уйӑхсерен стипенди тӳлесе е урӑх майлӑ пулӑшса тӑрать. Диплом илсен тӗллевлӗ мелпе вӗреннӗ ҫыннӑн ҫак ӗҫ паракан патне ӗҫе вырнаҫса 3—5 ҫултан кая мар вӑй хумалла.
Паянхи кун тӗллевлӗ вӗренӳ кадрсем ҫитменнине пӗтерме тата выпускниксене хамӑр регионтах хӑварма пулӑшать.

