82 ҫулти пенсионер 2 тӗрлӗ пенси илет. 80 ҫултан иртнине кура унӑн пенсийӗ мӗн чухлӗ хушӑнма пултарать?
(Ҫыруран).
Граждансен хӑш-пӗр категорийӗсем, сӑмахран, ҫар ҫыннисем тӳрех икӗ тӗрлӗ пенси илме пултараҫҫӗ. Вӗсене иккӗшне те патшалӑх тӳлет пулсан, вӗсенчен пӗрин ҫумне ҫеҫ хушса тӳлеҫҫӗ. Енчен те пенси патшалӑх тата страхлав пайӗсенчен тӑрать пулсан, хушма тӳлеве страхлав пайӗ ҫумне пама тивӗҫ.
Ватӑ ҫынна пӑхнишӗн паракан тӳлеве пенсионер 80 ҫула ҫитсен ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӑл кашни уйӑхра 1314 тенкӗпе танлашать, пенсипе пӗрле килет.
Кӑҫалтан пуҫласа ҫак укҫана илме уйрӑм заявлени ҫырмалла мар, ватӑ ҫынна кам пӑхнине те палӑртма кирлӗ мар — укҫа хӑйех килме пуҫлӗ.
Реабилитаци валли кирлӗ техника хатӗрӗсене туянас енӗпе кӑҫалтан улшӑнусем вӑя кӗртни ҫинчен илтрӗм. Тӗплӗнрех ӑнлантарса парсамӑр.
(Ҫыруран).
Кӑҫалтан реабилитаци валли кирлӗ техника хатӗрӗсене чирлӗ ҫын хӑй тӗллӗн туяннӑшӑн компенсаци тӳлемеҫҫӗ. Ҫак хатӗрсене Раҫҫей социаллӑ фончӗ урлӑ тата электрон сертификат пулӑшнипе илме май пур. 2024 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен туяннӑ хатӗрсемшӗн ҫеҫ компенсаци илме пулать. Ҫакна тӑвас тесен РФ Социаллӑ фончӗн клиент службине пымалла.
Ертсе ҫӳрекен йытӑсене усрама тата ветеринар пулӑшӑвӗ пама тӑвакан тӑкаксене компенсацилессине улшӑнусем пырса тивмеҫҫӗ.
Реабилитаци валли кирлӗ техника хатӗрне тӳрех илме заказ парсан ӑна миҫе кунра пурнӑҫласси патшалӑх контрактӗнчен килет. Енчен те вӑл вӑйра пулсан — 15 кун хушшинче, паллиативлӑ чирлисем валли 7 кун хушшинче заказа пурнӑҫлаҫҫӗ.
Электрон сертификатпа усӑ курса реабилитаци хатӗрне хӑвӑртрах илме пулать. Ку сертификата 10 кун хушшинче хатӗрлесе параҫҫӗ, вӑл 1 ҫулталӑк вӑйра пулать. Электрон сертификата илме «МИР» карта кирлӗ.
Ҫавӑн пекех кӑҫалтан пуҫласа реабилитаци валли кирлӗ техника хатӗрӗсене улӑштармалли ҫинчен усӑ курмалли срок вӗҫлениччен 60 кун маларахах, унчченхи пек срок вӗҫленсен ҫеҫ мар, заявлени ҫырма пулать.

