Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ паттӑрсем питӗ нумайӑн. Чӑваш халӑхӗ ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ ҫӗрте яланах малти вырӑнта пулнӑ. Пирӗн ҫӗршыв ҫак хӑрушӑ вӑрҫӑра пӗтӗм халӑхпа кар тӑрса тӑшмана парӑнтарнӑ.
Ҫакна асра тытса эпир Чӑваш ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ хамӑр ентешсем, Тӑван ҫӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварнӑ ҫӗнтерӳҫӗсем ҫинчен манмастпӑр. Пирӗн районта Совет Союзӗн Геройӗ ята, чи ҫӳллӗ те чи хисеплӗ наградӑна, тивӗҫнӗ ентешсем те пур. Ҫак паттӑрсемпе эпир мухтанатпӑр!
Анчах та Раҫҫей оборона министерствин Подольск хулинче вырнаҫнӑ архивӗнчи документсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн пирӗн ентешсен тата та Совет Союзӗн Геройӗ ята илме тӑратнӑ хисеп хучӗсем пурри палӑрчӗ. Вӗсемпе паллашар-ха. Николай Никифорович Матросов 1914 ҫулта Шурут Нурӑс ялӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулхи августӑн 8-мӗшӗнче саперсен батальонӗн йышӗнче Волхов фронтӗнче пӗрремӗш ҫапӑҫӑва кӗрет. 1944 ҫулхи мартӑн 27-мӗшӗнчи награда хутӗнчи йӗркесемпе паллашар-ха: «Аслӑ сержант, отделени командирӗ, ВКП(б) членӗ, 1944 ҫулхи мартӑн 26-мӗшӗнче ҫӗрле 315-мӗш стрелоксен полкӗн салтакӗсене пулӑҫсен киммипе Кӑнтӑр Буг юханшывӗ урлӑ Александровка ялӗ ҫывӑхӗнче каҫарнӑ чухне питӗ йывӑр условисенче паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Тӑшман артиллерирен, пулеметсенчен пӗр чарӑнмасӑр персе тӑнине, сивӗ ҫанталӑка, питӗ вӑйлӑ шыв юххине пӑхмасӑр вӑл ҫӗрӗпе пехотӑна сылтӑм енне каҫарнӑ, унта плацдарма ҫирӗплетме тата сарлакалатма пулӑшнӑ. Хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн вӑл Совет Союзӗн Геройӗ ята илме тивӗҫ». Анчах та ентеше «Хӗрлӗ Ялав» орденӗ парса чысланӑ. Николай Матросовӑн кӑкӑрӗ ҫинче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденӗ (21.04.1944 ҫ.), «За отвагу» (20.10.1943 ҫ.), «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941—1945 г.г.», «За боевые заслуги» (25.10.1943 ҫ.) медальсем те ялкӑшнӑ, ӑна чыс кӳнӗ.
Александр Егорович Николаев 1918 ҫулта Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. Аслӑ лейтенант, полкри комсорг, ВКП(б) членӗ, вӑрҫӑн пӗрремӗш кунне Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ фронтӗнче кӗтсе илет. Награда хутӗнче ҫакӑн пек йӗркесемпе паллашма пулать: «1944 ҫулхи июлӗн 30-мӗшӗнче ҫӗрле стрелоксен батальонӗн иккӗмӗш ушкӑнӗн йышӗнче Висла юханшывӗн Хӗвеланӑҫ ҫыранне каҫнӑ, тӑшманӑн малти линине Лесная Халупа тӑрӑхӗнче аркатса батальона малалла кайма ҫул уҫнӑ. Августӑн 1-мӗшӗнче тӑшманӑн сылтӑм флангне хирӗҫле атакӑна ҫӗкленсен 5 комсомолецран тӑракан ушкӑна ертсе стройран тухнӑ юлташӗсен автомачӗсемпе, винтовкисемпе усӑ курса тӑшмана тӗп тунӑ. Николаев комсорг 10 фашиста леш тӗнчене ӑсатнӑ. Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче вӑл салтаксене хавхалантарса, хӑй тӗслӗх кӑтартса плацдарма анлӑлатнӑ. Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫ». Ҫакӑншӑн Александр Николаева Богдан Хмельницкин III степеньлӗ орденне пама приказ тухнӑ. Паттӑр ентеш ытти наградӑсене те тивӗҫнӗ, ҫав шутра: «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденӗ (07.03.1944 ҫ.), (30.12.1956 ҫ.), Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденӗ (16.05.1945 ҫ.), «За боевые заслуги» (26.10.1943 ҫ.), (15.11.1950 ҫ.), «За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.» (09.06.1945 ҫ.), «За освобождение Праги» (09.06.1945 ҫ.), «За взятие Берлина» (09.06.1945 ҫ.) медальсем.
Лука Яковлевич Самарин 1902 ҫулта Аслӑ Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ. 1944 ҫулта Сидор Ковпакӑн партизансен отрядӗнче икӗ хутчен те ӑна Совет Союзӗн Геройӗ ятне памалли ҫинчен хутсем хатӗрленӗ пулнӑ. Кирлӗ ҫӗре документсем ҫитеймен.
Сергей Прокопьевич Галкин 1918 ҫулта Эткер ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн паттӑрлӑхне виҫӗ Мухтав орденӗ парса чысланӑ: III степеньли — 1, II степеньли — 2. Йӗрке тӑрӑх икӗ хут пӗр пекки пама юрамасть, анчах вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пӑтӑрмахсем пирӗн ентеше Совет Союзӗн Геройӗн ҫӑмӑллӑхӗсемпе усӑ курма паман. Унӑн «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденӗ (24.07.1944 ҫ.), «За боевые заслуги» медаль (09.04.1944 ҫ.) пур.
Тӑван район тата 4 геройпа пуянрах пулмалла пулнӑ, анчах май килмен…
Павел Зайцев,
округри таврапӗлӳҫӗ.

