Мартӑн 22-мӗшӗ. 1915 ҫулта ҫак кун вырӑс ҫарӗсем темиҫе уйӑх хупӑрласа тӑнӑ хыҫҫӑн Австрири Перемышль крепоҫне илнӗ.
Мартӑн 27-мӗшӗ. 1111 ҫулта ҫак кун Сальница патӗнчи ҫапӑҫура Владимир Мономах половецсене ҫӗнтернӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн половецсем Руҫе тапӑнма пӑрахнӑ.
Мартӑн 31-мӗшӗ. 1814 ҫулта ҫак кун вырӑс ҫарӗсем Александр I император ертсе пынипе Парижа кӗнӗ. Ҫапла майпа Францин тӗп хулине илни вырӑссем ҫӗнтернине пӗлтернӗ. Париж парӑннӑ хыҫҫӑн Наполеон патша вырӑнне пӑрахнӑ.

