Вторник, 13 октября

Тимӗр шӑратнӑ вырӑнсем пур

Тимӗр шӑратнӑ вырӑнсем пур

Архиври документсенче чи малтан Аслӑ Каҫал ялӗ ҫинчен 1556 ҫулта асӑнни сыхланса юлнӑ. Вӑл вӑхӑтра Иван Грознӑй ҫак тӑрӑхран иртсе кайнӑ. Анчах та ял чылай маларах пуҫланнӑ. Шӑнкӑртам ял историйӗнче Аслӑ Каҫал ялӗ 1552 ҫулта Кӗтне тӑрӑхӗнчи карталаса палӑртнӑ вырӑнсем (засечная черта) тунӑ ҫулсенчех пулнине ҫирӗплетнӗ. Карталаса палӑртнӑ вырӑн Кӗтне Ҫавала юхса тухнӑ вырӑнтан пуҫланнӑ та Хӑнтӑрла юханшывӗ патне ҫитичченех тӑсӑлнӑ. Вӑл вырӑнсене ҫырмасемпе шурлӑхсен хӗррисенче, тӑшманран сыхланас шутпа тунӑ. Ҫапла вара Иван Грознӑй пирӗн тӑрӑхран иртсе кайнӑ вӑхӑтрах кунта карталаса палӑртнӑ вырӑнсем пулнӑ. Вӑрманлӑ вырӑнсенче йывӑҫсене тӳн- терсе чӑрмавсем тунӑ, уҫӑ вырӑнсенче 5—6 метр тарӑнӑш, ҫавӑн чухлех сарлакӑш канавсем чавса вӗсене шывпа тултарнӑ. Ҫынсене кӗрсе тухма  пысӑк алӑксем тунӑ. Аслӑ Каҫал ҫывӑхӗнчи ун пек хапха халӗ Тутарстан республикине кӗрекен Тӑрӑм (Турминские ворота) ялӗ тӗлӗнче пулнӑ. Шел пулин те пирӗн тӑрӑхра карталаса палӑртнӑ вырӑнӑн сыхлав башнисем юлман. Кӗтне юханшывӗн сулахай енче «Хура кӳлӗ» тата «Лашман ҫулӗ» текен вырӑнсем ҫеҫ иртнине аса илтереҫҫӗ.

Малтан Аслӑ Каҫал ялӗ Кӗтнен сулахай енӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. Унта шурлӑхлӑ вырӑн пулнипе ҫуркунне кашни ҫулах шыв илнӗ. Ҫавӑнпа та ял ҫыннисем Кӗтнен сылтӑм енне куҫса ларнӑ. Ял ятне Каҫал, каҫнӑ ял тесе палӑртнӑ. Кивӗ вырӑна та пӑрахман вӗсем, тимӗр, чукун шӑратнӑ, ҫӗр ӗҫӗпе тӑрӑшнӑ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетнӗ. Анчах I Петӗр патша вӑхӑтӗнче вак халӑхсене тимӗрпе тата хаклӑ металсемпе ӗҫлеме чарнӑ. Ҫавӑнпа та шӑратмалли вырӑнсене пӑрахнӑ. Ҫапах та тимӗр шӑратнӑ вырӑнсем сыхланса юлнӑ. Вӗсене тупма пулать. Халӗ  ҫӗршывра туризма аталантарасси пирки нумай мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Пирӗн округра та туристсене илӗртекен, интереслентерекен вырӑнсем тупмалла. Тимӗр шӑратнӑ тӗлте курав вырӑнӗсем тума пулать. Унта ҫитсе паллашас текенсем пулаҫҫех.

Кӗтне хӗррин сулахай енӗнче, тепӗр енне куҫиччен, часовня та пулнӑ. 1748 ҫулта сылтӑм енне куҫсан лартнӑ чиркӳ ҫунса кайнӑ хыҫҫӑн унта часовня тунӑ. Хальхи Комсомольскинчи культура ҫурчӗ вырӑнӗнче Вознесени храмӗ пулнӑ. Ӑна П.И.Богданов купса укҫа-тенкипе тунӑ.

Округӑн, Комсомольски ялӗн историйӗ пирки ҫырнисем чылай. Ҫав вӑхӑтрах тӗпчемеллисем те сахал мар. Хамӑр тӑрӑхри таврапӗлӳҫӗсем ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Кашни уйӑхӑн юлашки эрнекунӗнче пӗрле пуҫтарӑнса калаҫаҫҫӗ, ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштараҫҫӗ, тӗллевсем палӑртаҫҫӗ.

Валерий Павлов,

таврапӗлӳҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *