Вторник, 13 октября

Чӗрене мӗнле упрамалла?

Чӗрене мӗнле упрамалла?

Статистика тӑрӑх ҫитӗннисен 50 проценчӗн чӗрепе е юн тымарӗсемпе ҫыхӑннӑ чирсем пур, ҫав шутра артери гипертензийӗ, чӗрен ишеми чирӗ, аритми тата ытти те. Хӑш-пӗр чухне ҫынсем хӑйсен ҫакӑн евӗр диагноз пурри ҫинчен пӗлмеҫҫӗ те.

Ҫывӑх ҫынсен те чӗре чирӗсем пулни, япӑх холестеринӑн пысӑк шайӗ, артери пусӑмӗ нормӑран ытла ӳсни, сахӑр диабечӗ, ытлашши виҫе, сахал хускални, пирус туртни, час-часах стреслӑ лару-тӑрӑва лекни чӗрепе тата юн тымарӗсемпе ҫыхӑннӑ чирсем аталанас хӑрушлӑха тата та пысӑклатаҫҫӗ.

Шел пулин те, чылайӑшӗ чир паллисем уҫҫӑнах палӑрма пуҫласан ҫеҫ сывлӑх ҫинчен шутлама пуҫлать. Чӗрепе юн тымарӗсен сывлӑхне упраса хӑварас ӗҫре чи пӗлтерӗшли вара — профилактика. Унӑн мерисем ансат:

— ӗҫпе кану режимне пӑхӑнмалла. Кашни кунах 30 минутран кая мар тӗрлӗрен хусканусем тумалла;

— тӗрӗс апатланмалла: рационра пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, пулӑ, авӑртман тырӑран хатӗрленӗ апатсем пулмалла. Кальци, магни, кали, В ушкӑнри витаминсем чӗрешӗн уйрӑмах усӑллӑ. Тӑвара талӑкра 1 чей кашӑкӗнчен ытла ҫимелле мар. Полуфабрикатсенче, консервӑсенче тата кукӑль-булкӑра та тӑвар пуррине манмалла мар;

— стрессене хирӗҫ тӑма вӗренмелле, хӑвӑра япӑх витӗм кӳрекен информацинчен пӑрӑнмалла. Ҫак тӗллевпе вӑйлӑ хумхантаракан телекӑларӑмсене пӑхмалла мар, социаллӑ сетьсенчи тискер пулӑмсене ҫутатакан страницӑсенчен те тухмалла. Лайӑххи ҫинчен шутлама, кӑмӑллӑ ҫынсемпе хутшӑнма тӑрӑшмалла;

— пирус туртмалла мар, алкогольпе те иртӗхмелле мар.

Ҫавӑн пекех ҫулсерен диспансеризаци витӗр тухни, профилактика тӗллевӗпе тухтӑр патӗнче тӗрӗслеттерни вырӑнлӑ. 18—39 ҫултисен виҫӗ ҫулта пӗрре, 40 ҫултан аслисен кашни ҫул электрокардиографи тухмалла. Вӑл чӗре ӗҫӗнчи йывӑрлӑхсене вӑхӑтра тупса мерӑсем йышӑнма май парать. Унсӑр пуҫне холестерин шайне те тӗрӗслемелле.

Ан манӑр, чӗре чирӗсене малалла аталаниччен тупса палӑртса вӑхӑтра сиплеме пуҫлани, сывӑ пурнӑҫ йӗркине куллен пӑхӑнни пурнӑҫа вӑрӑмлатма пулӑшать.

Е.Егорова,

обществӑлла сывлӑхӑн тата медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин республика центрӗн специалисчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *