Вторник, 13 октября

Асанне арчи чӑннипех те пуян

Асанне арчи чӑннипех те пуян

Ҫитӗнекен ӑрӑва хамӑр халӑхӑн йӑли-йӗркипе, ҫипуҫӗпе  паллаштарас, вӗсене малашлӑхра та сыхласа хӑварас тӗллевпе Аслӑ Чурачӑк культура ҫурчӗн ӗҫченӗ Е.В.Шуряшкина «Асанне арчи» программа йӗркелерӗ.

Асанне арчи чӑннипех те паянхи ачасемшӗн тӗлӗнтермӗш тупрапа пуян иккен. Кунта эрешсемлӗ ҫипуҫ та,  тӗрӗллӗ ал шӑллисем те, саппунсем те, вырӑн таврашӗсем  те тата ытти япаласем те упранаҫҫӗ. Елена Васильевна ачасене пуҫа тӑхӑнмалли тухья, масмак, кӗмӗл тенкӗсенчен ӑсталанӑ хушпу тата ытти япаласене кӑтартрӗ. Вӗсене ҫӗлес, тӗрлес, хатӗрлес вӑрттӑнлӑхсем ҫинчен каласа пачӗ. Чӑннипех те пуян иккен асанне арчи. Унти япаласенчен чылайӑшӗ ламран лама куҫса пырса паянхи куна ҫитнӗ. Асаннесем хӑйсен япалисене типтерлӗ упранипе хальхи ачасем паллашма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ чӑваш халӑхӗ мӗн ӗлӗкренех ал ӗҫӗ енӗпе ӑста пулнине ҫирӗплетет. Ачасем илемлӗ япаласемпе интересленсех паллашрӗҫ, ыйтусем пачӗҫ.

Ҫакӑн пек мероприятисем паян шкулта вӗренекенсене аваллӑха туйма, хӑйсен йӑхташӗсен ӑсталӑхӗпе хӑпартланма май параҫҫӗ, ҫав япаласене малашне те сыхласа хӑварас, упрас туйӑмсем ҫуратаҫҫӗ.

Татьяна Макарова.

Сӑн ӳкерчӗкӗ авторӑн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *