Чӑваш Енре «Медстарт: на пути к мечте» проект хута янӑ. Унӑн тӗллевӗ — медицина учрежденийӗсене квалификациллӗ кадрсемпе пуянлатасси.
Ҫак проектпа килӗшӳллӗн февралӗн 1-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп больницӑра студентсемпе тӗлпулу ирттернӗ. Медицина тытӑмӗнче вӑй хума планлакансем поликлиника ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ, медицина учрежденийӗ мӗнле уйрӑмсенчен тӑнине пӑхса тухнӑ. Вӗсем ҫакӑн пек мероприяти пулас ӗҫ вырӑнне суйлас ыйтӑва татса пама пулӑшнине палӑртнӑ, диплом илсен кунта ӗҫлеме килес ӗмӗт ҫуралнине те пытарман. Эппин, тӗлпулу ахаль мар иртнӗ.
Ҫакӑн пек мероприятисем малашне те пулӗҫ. Вӗсем ҫамрӑк специалистсемпе медицина учрежденийӗ хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме, квалификациллӗ кадрсене республикӑри медицина учрежденийӗсене ӗҫе вырнаҫма пулӑшаҫҫӗ.

