Артерисенче юн чупни пӑсӑлсан гангрена аталанма пултарать. Ку термин вӑл е ку орган типме пуҫланине палӑртать. Некроза пула сиенленнӗ вырӑн кӑвакарса, хуралса пырать. Гангрена ҫын пурнӑҫӗшӗн хӑрушӑ, ҫавӑнпа та ҫакӑн пек органсене операци туса касса илеҫҫӗ.
Ытларах чухне гангрена урасем ҫинче аталанать. Кун пек чухне чи малтанах ҫын ура шӑннине, туйми пулнине, ҫак вырӑнти ӳт типнине палӑртать. Майӗпен ура пӳрнисем е пӗтӗм ура лаппи кӑвакарса пыраҫҫӗ, хуралаҫҫӗ. Чир аталанса пынӑҫемӗн ӳт айӗнче наркӑмӑшлӑ япаласем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗтӗм организма сарӑлма пултараҫҫӗ.
Гангрена сӑлтавӗсем:
— вырӑнти юн ҫаврӑнӑшӗ пӑсӑлни. Ку чылай чухне сахӑр диабечӗпе, тромбоз пулнипе, инфарктпа е инсультпа ҫыхӑннӑ;
— юн тымарӗсене суранлани, лапчӑтни;
— вырӑнпа выртакан чирлӗ ҫыннӑн ӳт шӑтни;
— ӳте вӑйлӑ пӗҫертсе яни е тӑм илтерни;
— сурана инфекци лекни.
Мӗнрен пуҫланать-ха гангрена? Ура хӗлле ҫеҫ мар, ҫулла та шӑнать, ҫын утнӑ чухне питӗ хӑвӑрт ывӑнать. Ҫавӑн пекех час-часах шӑнӑр туртать, ура пӳрнисем туйми пулса пыраҫҫӗ. Ӳт ҫинчи пӗчӗк сурансем ниепле те иртмеҫҫӗ, майӗпен вӗсен лаптӑкӗ малалла ӳссе пырать.
Енчен те ҫыннӑн гангрена патне илсе пыма пултаракан чир, ҫав шутра сахӑр диабечӗ, атеросклероз, тромбоз тата ыттисем те — пур пулсан, сывлӑх ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмалла, гангренӑна аталантаракан чирсене тухтӑрсем каланӑ пек сиплесех тӑмалла. Ӳт тӗсӗ ылмашӑнсан, ура пӳрнисем ыратсан специалистпа канашлани вырӑнлӑ. Енчен те юн тымарӗ хупланса ларсан ӑна кӗске хушӑра тасатса яни пӗлтерӗшлӗ, тромб пулсан та вӑхӑтра тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ҫавӑн пекех тӑм илтересрен е пӗҫертесрен сыхланмалла. Сахӑр диабечӗпе аптӑракансен чылай вӑхӑт ӳт илмен сурансене тухтӑра кӑтартмаллах, унсӑрӑн гангрена пуҫланнине вӑхӑтра сисмесӗр юлма пултараҫҫӗ.
Сывӑ ҫынсем те гангренӑпа чирлеме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, урана пӑтапа шӑтарсан хӑшӗсем тӳрех тухтӑр патне васкамаҫҫӗ, анчах та вӑхӑтра кирлӗ пек сиплемесен сурана инфекци лексе чире амалантарма пултарать. Суранланӑ вырӑн шыҫӑнсан, ӳт температури хӑпарсан пӗр тӑхтаса тӑмасӑр пулӑшу ыйтмалла.
Эдуард МАКСИМОВ.

