Вторник, 13 октября

Ҫӗнӗ наци проекчӗсем старт илеҫҫӗ

Ҫӗнӗ наци проекчӗсем старт илеҫҫӗ

Кӑҫалтан Раҫҫейре 19 ҫӗнӗ наци проекчӗ старт илет. Вӗсем нумай сферӑна — экономикӑран пуҫласа экологи таран — пырса тивеҫҫӗ. Палӑртнӑ плансене пурнӑҫа кӗртни пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма, чылай отрасле ҫӗнӗ шая кӑларма тивӗҫ.

Кӑҫалтан вӑй илекен наци проекчӗсенчен пӗри — «Ҫамрӑксем тата ачасем». Унӑн тӗллевӗ — ҫамрӑк ӑрӑва пур енлӗн аталанма кирлӗ условисем туса парасси. Нацпроектпа килӗшӳллӗн ҫӗнӗ шкулсем тума, юсама, педагогсен квалификацине   ӳстерме, ҫӗнӗ вӗрентӳ методикисем хатӗрлеме, вӗренекенсене валли хӑтлӑ условисем тума палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех талантлӑ ачасемпе ҫамрӑксене пулӑшасси, ҫамрӑк специалистсене тӗрев кӳресси те тӗп вырӑнта.

Цитата

Владимир Путин, РФ Президенчӗ:

«Наци проекчӗсен тӗллевӗсене «хут ҫинчи» отчетсем валли мар, Раҫҫей ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатма пурнӑҫламалла».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *