Декабрӗн 23-мӗшӗнче пирӗн округра Донор кунӗ иртнӗ. Мероприятие пурӗ 58 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 46-шне тухтӑрсем юн пама ирӗк панӑ.
Палӑртса хӑварар, донор пулас текенсен 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫул таранччен пулмалла, 50 килограмран ытларах таймалла, сывлӑх енчен йӑлтах йӗркеллӗ пулни те пӗлтерӗшлӗ.
Медицина ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынран илекен пӗр доза юн 450 миллилитрпа танлашать, вӑл хӑвӑрт ҫӗнелет. Донорсем инфекциллӗ чирсемпе тата гриппа сайрарах чирлеҫҫӗ. Онкологи тата чӗре чирӗсемпе аптӑракансем те вӗсем хушшинче сайра. Куллен юн пани организма лайӑх витӗм кӳрет, юн ҫӗнелсех тӑнине кура ҫын хӑйне ҫамрӑкрах туять.
Ҫав вӑхӑтрах сирӗн юн такамӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшни ҫинчен те асра тытӑр.

